Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Парне" панă та суд тенкелĕ çине ларнă

10 ноября 2010 г.

Ултавăн çулĕ кĕске. Хăйсене социаллă ĕçченсем вырăнне хурса икĕ хĕрарăм ватă кинемейрен 5 пин тенкĕ укçа илсе тухса кайни пирки "Елчĕк ен" хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ. Пулса- иртни пирки кĕскен аса илтерер. Районти пĕр ялта пурăнакан Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕн килне кĕтмен хăнасем пырса кĕнĕ. Хăйсем пасартан туяннă 760 тенкĕлĕх йăлара усă курмалли япаласене халăха социаллă пулăшу паракан службăран тесе вăрçă ветеранне "парнеленĕ" вĕсем. Çак парнесене салатассипе çыхăннă тăкаксене саплаштармаллипе сăлтавласа кил хуçи хĕрарăмĕнчен 6 пин тенкĕ ыйтнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене 5 пин тенкĕ тыттарнă. Хăйсен "парнисемпе" кĕтмен хăнасем тепĕр çуртра та пулнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ултавçăсене вăхăтра тытса чарнă, район сучĕ вĕсен ĕçне пăхса тухса тивĕçлипе айăпланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика