10 ноября 2010 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркелесе пыраççĕ. Çакăншăн ял хуçалăх предприятийĕ Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн I степень Диплома тата 50 пин тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ.
Ĕç кăтартăвĕсене ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçалхи 9 уйăхра усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 907 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5208 килограмм, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 6 процент ытларах сĕт сунă.