03 ноября 2010 г.
Хăйĕн вăй-питти çулĕсене пархатарлă ĕçре ирттернĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Аркадий Константинова Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи таврари ялсенчи çынсем лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ. Вăл ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. 1949 çулта ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи пахчаçăсем хатĕрлекен 2 çул вĕренмелли ял хуçалăх шкулне кайса кĕнĕ. Ун хыççăн Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз садĕнче ĕçлеме тытăннă. Шанса панă тивĕçе чунне парса пурнăçланă. Вăл тăрăшнипе сад пахчин лаптăкĕ икĕ хут пысăкланнă, 5 гектар вырăнне 10 гектара çитнĕ. Аркадий Яковлевич сад ĕрчетнипе пĕрлех кунта ял халăхĕ валли те тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерсе парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кĕр мăнтăрĕпе вара колхоз пахчинче çитĕннĕ хăяра, купăстапа кишĕре килĕрен валеçме тухнă. Çакă кохозниксен кăмăлне те тивĕçтернĕ. Аркадий Константинов 1952-1955 çулсенче хĕсметре пулнă, çар тивĕçне Китай çĕр-шывĕнче пурнăçланă. Пархатарлă службăшăн ăна ятарлă медаль тата Тав хучĕ парса чыс тунă. Салтакран таврăннă хыççăн малтанхи ĕçе тепĕр хут пуçăннă. Ку вăхăтра колхозра хăмла туса илессипе те ăнăçлă ĕçлесе пыма тытăннă. 1959 çулта пахча çимĕç бригади йĕркелеççĕ, ăна ертсе пыма урăх никама та мар, Аркадий Яковлевича шанаççĕ. Унта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1993 çулччен тăрăшать. Ĕçне кура - хисепĕ. Ахальтен мар вăл "Хисеп Палли" ордена, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тата ытти наградăсене илме тивĕçлĕ пулнă. Аркадий Константинов халĕ 77-ре. Апла пулин те хăйĕн çулĕсене кура мар, вашават вăл. Малашне те санра паянхи çирĕп вăй-хал ан иксĕлтĕр, хисеплĕ юлташăм.