Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă мăшăр

03 ноября 2010 г.

Пултаруллă мăшăр Тỹскелĕнчи Шашковсем - Алевтина Анатольевнăпа Анатолий Николаевич хăйсен пурнăçĕнчи тивĕçне туллин пурнăçланă: çурт лартнă, йывăç çитĕнтернĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен курса вĕренмелли нумай. Алевтинăпа Анатолий, чăннипех, çỹпçипе хупăлчи. Иккĕшĕ те ĕçчен, пуçтаруллă та тирпейлĕ. Çавăнпах вĕсен хуçалăхĕ çирĕп. Мĕн тунипе анчах лăпланса лармаççĕ, çурт-йĕрне, хуралтисене тăтăш çĕнетеççĕ. Икĕ çул каялла вĕсем çуртне анлăлатрĕç, ун хыççăн хуралтисене те пысăклатма мел шыраса тупрĕç. Кил хуçи, Анатолий, акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи чи тăрăшуллă механизаторсенчен пĕри. Çакна никам та хи-рĕçлеме пултараймĕ. Ĕçрен пушансан килти хуçалăхра тăрмашать, тытсан тума пĕлмен ĕçĕ те çук унăн. Кашни япалана тĕплĕ, пахалăхлă пурнăçлама çамрăкранах хăнăхнă вăл. Алевтинăна, районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче 30 çула яхăн медицина сестринче тăрăшаканскере, нумай çын лайăх паллать. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен аслă категориллĕ шурă халатлă ĕçчен çак тапхăрта вун-вун çынна тĕрлĕ чиртен сывалма пулăшнă, пурăнма шанчăк панă. Тараватлă, ỹркенмен хĕрарăм пулнине пĕлсе пĕр касра пурăнакансем те ăнсăртран тăрук чирлесе ỹксен час-часах ун патне канаш-сĕнỹ ыйтма пыраççĕ. Кăмăлтан пурне те пулăшма тăрăшать вăл. Алевтина пăрчăкан пек. Ури çĕре лекмест, теççĕ ун пек çынсем пирки. Киле таврăнсан тата мĕн чухлĕ ĕç тума ĕлкĕрмест пулĕ. Çуллахи вăхăтра, пушшех, ĕç нумай. Ĕнине кĕтỹрен кĕтсе илмелле, вăхăтра сумалла, ытти выльăх-чĕрлĕхĕ те куçран пăхать. Анасене çум курăкран тасатмалла. Шашковсен çурчĕ пăралукка хĕрринче вырнаçнăран вĕсен пахчи ал тупанĕ çинчи пек мĕн пур çын куçĕ умĕнче. Вĕсем акнă-лартнă йăрансенчи тĕрлĕ пахча çимĕç кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăкра та парка çитĕнчĕ. Пахчинче çум курăк ашкăрнине те нихăçан кураймăн. Кил-çурта тирпейлесе хăтлăх кĕртме те, юратнă мăшăрĕ ĕçрен ывăнса таврăннă çĕре тутлă ĕçме-çиме хатĕрлеме те ĕлкĕрет вăл. Çỹп, тусан пĕрчи тупаймăн, пĕр ытлашши япала кураймăн. Пỹлĕмсенче тĕрлĕ чечексем нумай çитĕнеççĕ, вырăн таврашĕсене тĕрлĕ илемлĕ çипсемпе тĕрленĕ минтер пичĕсем илем кỹреççĕ. Çурт ăш-чиккинчи хăтлăхпа тирпейлĕх пĕтĕмпех Алевтинăн тăрăшулăхĕнчен килет мар-и? Тутлă апат тенĕрен, Алевтина кукăль пĕçерме, ĕне юр-варĕнчен тĕрлĕ апат хатĕрлеме те ăста. Шашковсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, халĕ мăнукне - Марина хĕрĕн ачине утьăкка сиктереççĕ. Саша ывăлĕ авланман-ха, вăл Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика