Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри ăнăçу туслă йышра

30 октября 2010 г.

Ĕçри ăнăçу туслă йышра

Суд ыйтăвĕсене сан майлă татса пани ĕçе вĕçне çитерни мар. Чылай чух парăмçă парăмĕпе татăлма "васкамасть", çав парăма суд приставĕ хутшăннипе анчах илме пулать. Тĕрĕслĕхпе тивĕçтерекен, граждансен тата патшалăх прависемпе саккунлă интересĕсене хỹтĕлекен служба кăçал хăйĕн 145 çулхи юбилейне паллă тăвать. Суд приставĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илес тĕллевпе федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçипе В.Казаковпа тĕл пултăмăр. Çак должноçра Валерий Филаретович 1999 çултанпа, федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕ йĕркеленĕренпех, тăрăшать.

- Юбилей умĕн, Валерий Филаретович, суд приставĕсен аталану çулĕ-йĕрĕ çинче чарăнса тăрсамăр. 

- Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ суд приставĕсемшĕн кăçал паллă кун. Федерацин суд приставĕсен паянхи служби 145 çул каялла II Александр патша суд системинче ирттернĕ реформа вăхăтĕнче хута янă суд исполнителĕн еткерçи шутланать. Шăпах 1865 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Устав йышăнса суд приставĕн ĕç йĕркине палăртнă. 1717 çулта I Петĕр патша хушăвĕпе Юстици коллегине туса хунă. II Александр 1865 çулта йышăннă Уставра пĕрремĕш хут суд исполнителĕн йĕркине çырса кăтартнă. Суд приставĕсен парăмлă çынна шыраса тупса арестлемелле, тивĕçлĕ органсенче явап тыттарма вырăна çитермелле пулнă. 1917 çулта суд приставĕсен институтне тĕппипех пĕтернĕ. Вĕсен ĕçне судсен тытă-мĕнчи суд исполнителĕсем пурнăçласа пынă. Районта 1934-1935 çулсенче суд исполнителĕн должноçне Александр Кузнецов, 1935-1937 çулсенче - Николай Морозов, 1937-1942 çулсенче -_ В.Николаев, 1942-1944 çулсенче Орест Ястребов пурнăçласа пыни паллă. Çак должноçра вăрах вăхăт тăрăшнă ĕçченсенчен пĕри вара Алексей Алексеевич Попов. Район сучĕн исполните-лĕнче вăл 1944 çултан пуçласа 1972 çулччен тăрăшнă. Суд исполнителĕн ĕçне чылай çул тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă работниксен шутне çавăн пекех хальхи вăхăтра Елчĕк район сучĕн уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшакан Валентина Лазаревăна кĕртмелле. Асăннă должноçра 15 çул вăй хунă вăл. Паянхи суд приставĕсен службин аталанăвĕнче вĕсен кашнийĕн тỹпи пысăк. 80 çул иртсен вара, 1997 çулхи чỹк уйăхĕн 6-мĕшĕнче, федерацин "Суд приставĕсем çинчен" тата "Ĕç производстви çинчен" калакан саккунĕсем вăя кĕрсен, суд приставĕн служби çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайне 1999 çулта туса хучĕç. Ун чухне пайра ертỹçĕсĕр пуçне тата икĕ çын тăрăшатчĕ: суд исполнителĕ В.Лазарева тата суд ĕç-хĕлне йĕркелĕхпе тата сыхлăхпа ти-вĕçтерекен суд приставĕ П.Спиридонов.

- Сирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ. Уяв умĕн туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçланине тишкересси йăлара...

- Суд йышăнăвĕсене вăйпа пурнăçлаттарасси, судсенче йĕркелĕхе сыхласси, дознани службин функцийĕсене пурнăçласси приставсен тĕп ĕçĕ пулса тăрать. Кăçалхи 9 уйăхра суд приставĕсен пайĕ 8188 ĕç уçнă, вĕсенчен 4736-шне вĕçленĕ, 4512 ĕçĕпе 22 миллион та 687 пин те 632 тенкĕ шыраса илнĕ, çав шутран 4 миллион та 654 пин тенки _ тĕрлĕ налук. Налукпа вăхăтра татăлайман уйрăм предпринимательсемпе юридика сăпачĕсенчен 4 миллион та 98 пин те 557 тенкĕ шыраса илнĕ. Пурĕ 18 миллион та 114 пин те 220 тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ, çав шутран пурлăха 1 миллион та 413 пин те 315 тенкĕлĕх сутнă. ГИБДД штрафĕсене вăхăтра тỹлейменнисен тĕлĕшĕпе пурĕ 4254 ĕç уçнă. Пĕтĕмпе 989 пин те 500 тенкĕ шыраса илмелле пулнă пулсан, хальлĕхе 634 пин те 800 тенкине шыраса илнĕ. Пенси фондне кăçал 4 миллион та 545 пин те 881 тенкĕ шыраса илсе куçарса памалла пулнă пулсан, 2 миллион та 665 пин те 789 тенкине шыраса илсе куçарса панă.

- Эсир алимент тỹлессинчен пăрăнакансемпе те ĕçлетĕр. Республикăра вĕсен йышĕ çулсерен ỹссе пыни пирки хыпарлаççĕ. Ку енĕпе районта еплерех лару-тăру?

- Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пăхса çитĕнтерме тивĕç. Çапах та чылайăшĕ темшĕн çак тĕп тивĕçрен, хăйсем пурнăç панă тĕпренчĕксене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерессинчен пăрăнать. Асăннă ыйту çивĕччине кура федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕ алимент ыйтăвĕсемпе час-часах "хĕрỹ лини" ирттерет. Районта кăçал алимент тỹлеме васкаман 5 çын тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, 4-шне вĕçлесе суда ярса панă. Ачисем умĕнче парăмлисем хăйсен хăтланăвне чылай чух преступлени вырăнне йышăнмасть, çавна май ку ыйту çине çăмăлттайла пăхать. Саккун вара вĕсен тĕлĕшĕпе те çирĕп. 

- Алимент виçине мĕнлерех палăртаççĕ?

- Хальхи вăхăтра алимент виçине судра е çирĕплетнĕ суммăпа, е ĕç укçин проценчĕпе палăртаççĕ. Енчен те парăмçă ниçта та ĕçлемест пулсан, тỹлев виçине Раççейри вăтам ĕç укçинчен шутласа çирĕплетеççĕ. 

- Пенси фондне, налук е ытти органсене парăмĕсене татайман хуçалăхсемпе уйрăм çынсен парăмĕсене шыраса илес тĕллевпе эсир пĕрлехи рейдсем йĕркелетĕр...

 - Çапла. Экономикăри лару-тăру çивĕччине кура юлашки вăхăтра налуксемпе, кредитсемпе, ытти парăмсемпе вăхăтра татăлайманнисен шучĕ ỹсни сисĕнет. Çавна май бюджета çителĕклĕ укçа-тенкĕ кĕмест, парăмсем пысăкланаççĕ. Çак çивĕч ыйтăва татса парассинче пире налук, прокуратура, милици органĕсемпе, Раççей Пенси фончĕн управленийĕн, ГИБДД уйрăмĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсемпе килĕштерсе ĕçлени, час-часах пĕрлехи рейдсем йĕркелени пысăк пулăшу парать. Район прокурорĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ĕçлĕ комиссинче страхлав взносĕсемпе, ĕç укçипе, налукпа, кредитпа татăлассинчен тата алимент тỹлессинчен пăрăнакансен ĕçĕсене пăхса тухнин витĕмĕ те пысăк. Çавăнпа та майлă самантпа усă курса эпĕ кашнинех пысăк тав сăмахĕ каласшăн, малашне те пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлессе шансах тăратăп. 

- Иртнĕ çулхи çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ хыççăн федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕ республика шайĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлетĕп. Ĕçри çитĕнỹ кадрсенчен чылай килет. Хăвăрăн коллективпа паллаштарсамăр. 

- Ăнăçусен вăрттăнлăхĕ, паллах, йышпа килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленинче. Уяв умĕн манăн пĕрле ĕçлекен кашни çыннах тав сăмахĕ калас килет. Паянхи кун пирĕн пайра 3-мĕш разрядлă аслă специалист Н.Никонова, суд ĕç-хĕлне йĕркелĕхпе тата сыхлăхпа тивĕçтерекен А.Кудряшов, Б.Клементьев, П.Спиридонов, А.Тихонов суд приставĕсем, А.Яковлев водитель тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра декретлă отпускри Т.Ильина, Е.Пироговăпа О.Скворцова суд исполнителĕсен ĕçĕсене А.Воронцов, А.Филиппов, О.Максимова пурнăçлаççĕ. Кашниех вĕсем шаннă ĕçе тỹрĕ те таса кăмăлпа пурнăçлаççĕ, саккун умĕнчи яваплăха çирĕп туяççĕ. Пирĕн ĕç икĕ енлĕ, пĕр енĕн саккунла интересĕсене хỹтĕлесе ырă тăватпăр пулсан, тепĕр енĕ пирĕнпе кăмăлсăр юлма та пултарать. Çак паллă уяв ячĕпе эпĕ хальхи вăхăтра тата çак службăра маларах ĕçлеме тỹр килнĕ кашни çыннах саламласшăн, пысăк тав сăмахĕ каласшăн.

- Калаçушăн тавах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика