Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхран тухма пулăшнă

30 октября 2010 г.

Чăваш Республикинчи халăха 2007-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр шутра тăракан ĕçсĕр çынсене общество ĕçĕсене хутшăнма пулăшать. Ку чухне граждансене ĕç паракан ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахал мар шалу тỹлет. Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центр та уйăхра 1700 тенкĕрен кая мар парса хавхалантарать. Кăçалхи 9 уйăхра предприятисемпе тата организацисемпе 86 килĕшỹ çирĕплетнĕ, обществăлла ĕçсем валли 243 вырăн йĕркелеме палăртнă. Ĕçсĕр граждансене çĕнĕ професси алла илме те пулăшатпăр. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче районти ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем В категорири водителĕн, ПЭВМ операторĕн, газ оборудованийĕсене юсакан тата пăхса тăракан слесарь, электрогазосварщик, атă-пушмак юсакан, С категорири водителĕн, автомобиль юсакан слесарь специальноçĕсене алла илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика