Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хакланиччен туянса юласшăн

30 октября 2010 г.

Хакланиччен туянса юласшăн

Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ирттерекен йăлана кĕнĕ ял хуçалăх пасарĕ пуласса нумай çын чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсене пула кăçал килти пахчасенче тĕрлĕ пахча çимĕçе, çĕр улмине те çителĕклĕ таран туса илме май пулмарĕ. Вĕсемпе кашни çул ытлăн-çитлĕн саппасланма, кĕреке ялан тулли пулнине хăнăхнă ял çыннисем хальхи вăхăтра пахча çимĕçе, çĕр улмине хăйсене кирлĕ таран хатĕрлесе хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Пĕлме çук, хĕлле вĕсем тата хакланма та пултарĕç. Çынсене çакă та шухăшлаттарать. Çĕр улми туса илессинче çĕнĕ технологипе усă курса ĕçлекен "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăра тата "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, çĕр улми япăх мар çитĕннĕ. Çавна май ăна вĕсем пасара сутма та илсе килме те пултарнă. "Иккĕмĕш çăкăрăн" 1 килограмĕ 18 тенке çитме пултарасса ял çынни, чăннипех, шутлама та пултарайман. Апла пулин те ăна пасартан нумайăшĕ туянчĕ. Таяпа Энтринчи Владимир Галкин фермер купăста сутать, ăна та çынсем хапăл тусах туянаççĕ. "Рассвет", "Комбайн", К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем столовăй чĕкĕн-тĕрĕпе сутă тăваççĕ. Пасара утă-улăм, тырă туянас шутпа пынисем те йышлă. Анчах вĕсем пурне те тивĕçеймерĕç. Мĕншĕн тесен кăçалхи лару-тăрура тырă, утă-улăм тĕлĕшĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем те пысăк йывăрлăх тỹсеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Галкин фермер туянакансене купăста сĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика