30 октября 2010 г.
"Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр", - тесе ваттисем пĕлмесĕр каламан пулĕ. Ку сăмахсем кашни çынна пырса тивеççĕ, ĕçе тĕплĕ, юратса пурнăçлама хистеççĕ. Ял çыннин вара алăран ĕç нихăçан та каймасть. Кăçалхи çул хресчене тата ытларах йывăрлăх пачĕ. Апла пулин те Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативра тăрăшакансем аллисене усмарĕç. Тырри-пуллине те, утă-улăмне те вăхăтра пухса кĕртме ĕлкĕрчĕç. Çанталăк сивĕтиччен хĕрарăмсен ушкăнĕ сахăр кăшманне тирпейлесе пуçтарнă çĕрте тăрăшрĕ. Вера Чернова, Ольга Смолина, Татьяна Волкова, Светлана Немцева, Зинаида Патшина, Валентина Филимонова, Надежда Майкова, Елена Карлина, Зинаида Катерова, Оксана Мартынова, Валентина тата Валерий Черновсем, Николай Шакин ĕçрен пĕр кун та юлмарĕç.