30 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче районта ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă турĕç. Уяв ял хуçалăх продукцийĕсен куравĕнчен пуçланать. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, искусство шкулĕн, "Тантăш" фольклор ушкăнĕн артисчĕсем хăйсен савăк юрри-кĕввипе уяв хăнисене зала пухăнма васкатрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх çĕр ĕçченĕн гимнĕ - "Алран кайми аки-сухи" юрă шăранать, ăна пурте ура çине тăрса итлеççĕ. Хисеплĕ ял ĕçченĕсене - çăкăр çитĕнтерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хуракансене, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Левый саламларĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков салам сăмахĕсемпе пĕрле çăмăлпа килмен ял хуçалăх çулталăкĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнине пула ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттернĕ. Çу каçипе те çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр пĕрчи ỹкмен пулин те фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апат хатĕрлес тĕлĕшпе ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ. Пĕр сăмахпа, вĕсем хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тунă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ, пытармалли çук, ытти çулхисемпе танлаштарсан, палăрмаллах сахал пулнине кура ял хуçалăх предприятийĕсем пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕç. Лару-тăруран тухмалли майсене кирлĕ вăхăтра палăртни - патшалăхран тĕллевлĕ хушма укçа-тенкĕ парса пулăшни ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене малашлăха шанса пурăнма хавхалантарать. Выльăх-чĕрлĕх отрас-лĕнче ĕçлекенсем те хăйсен професси уявне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, районĕпе аш-какай, сĕт туса илесси ỹснĕ. Кашни ĕнерен 4161 килограмм, иртнĕ çулхисенчен 151 килограмм ытларах сĕт сунă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăммăн илсен, "Победа" сахал яваплă юлташлăхра пĕр ĕнерен чи нумай сĕт сунă - 5504 килограмм. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çак кăтарту 5208 килогрампа, "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхра 5158 килогрампа танлашнă. Ỹсĕмсем вара хăй тĕллĕн килмеççĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх пăхакансем тăрăшса ĕçленипе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалистсем ĕçе пĕлсе йĕркеленипе пулнă. Фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕн районти ертỹçи Ф.Шадриков районти фермер (хресчен) хуçалăхĕсем çулран-çул ăнăçлăрах ĕçлесе пыма тытăннине палăртса каланине, уявра пушшех, илтме кăмăллă пулчĕ. Кăçал вĕсем 5000 гектара яхăн лаптăкра тĕрлĕ ял хуçалăх культурисене туса илнĕ. Анатри Тимешри О.Гаврилов, Таяпа Энтринчи А.Петров, В.Галкин, Курнавăшри Ю.Цветков, Аслă Елчĕкри В.Чернов çитĕнтернĕ тыр-пул, пахча çимĕç çакăн пек çанталăк условийĕнче те япăх мар çитĕннĕ. Фермерсен ертỹçи уяв сăлтавĕпе усă курса ĕçре палăрнисене - О.Гаврилова, А.Воробьева, В.Галкина, В.Порфирьева Хисеп грамотисем парса чыс турĕ. Ял хуçалăх культурисене туса илессипе нумай çул ăнăçлă ĕçлекен, хăйĕн продукцийĕпе çĕр-шыв рынокне тухнă Ф.Шадрикова район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков "Бизнес-конгресс" пĕчĕк бизнес тата вăтам бизнесăн ертỹçисен Атăл çи регионсем хушшинчи конгресĕн медальне тата Дипломне пачĕ. Федор Алексеевич çакăн пек ят-сума, чăннипех, тивĕçлĕ. "Сатурн" ял хуçалăх проиводство кооперативĕнчи Валентина Смолинăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх Министерствин Тав хутне, производствăра малта пыракансен тепĕр ушкăнне район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене пачĕç. Савăнăçлă лару-тăрура - уяв кĕрекинче малта пыракансене чысласси тĕп вырăнта пулчĕ. Уяв чаплă концертпа вĕçленчĕ.