Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене - хваттерсем

27 октября 2010 г.

Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес пулăшăвăн йĕркипе паллаштарсамăр.

                                                                                   Н.ИВАНОВА.

Райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ О.Никифорова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Чăваш Енĕн виçĕ çуллăх бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн, 2010 çулта федерацин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программине пурнăçлас тĕллевпе ытлашши 91,4 миллион тенке çамрăк çемьесене социаллă тỹлевсем пама ямашкăн йышăннă. Укçана республикăн "2002-2015 çулсенче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама патшалăх енчен пулăшасси" программăпа килĕшỹллĕн уйăраççĕ. Укçа уйăрмалли механизма çапларах палăртнă: çурт-йĕрĕн вăтам хакĕн 35 проценчĕ - ачасăр çемьесем валли, республика бюджечĕн шучĕпе; çурт-йĕр хакĕн 40 проценчĕ - пĕр е ытларах ачаллă çамрăк çемьесем, çавăн пекех пĕр е ытларах ачаллă тулли мар çемьесем валли. Ку тĕслĕхре укçан 38 процентне республика бюджетĕнчен уйăраççĕ, 2 процентне - вырăнсенчи бюджетсенчен. Министрсен Кабинечĕн çак ыйтупа çыхăннă йышăнăвĕсене тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ. Çамрăк çемьесем асăннă механизмпа çурт-йĕр туянма е тума илекен кредитсен проценчĕсене саплаштарма пăхман. Çулерех каланине тĕпе хурса çамрăк çемьесем (кăçалхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçланса) республикăн "2002-2015 çулсенчи çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен пулăшасси" программипе килĕшỹллĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курмашкăн ыйтса çырма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика