Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк пики концерт йĕркелет

27 октября 2010 г.

Елчĕк тăрăхĕ юрăçсемпе пуян. Вĕсен хушшинче вăй илсе пыракан çамрăк юрăçсем те сахал мар. Ĕнел ялĕнчи çамрăк юрăçа Наталья Васильевăна куракансем "Елчĕк каччи", "Васкаса" юрăсенчен лайăх ас туса юлнă. Асăннă юрăсем унăн "Çăлтăрпа пĕрле" альбомĕнче те вырăн тупнă. Наталья паянхи кун И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче культурологи факультетĕнче тата культура институтĕнче режиссера вĕренет. Вĕреннĕ вăхăтрах концертсем йĕркелеме те ĕлкĕрет Наталья. Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче Елчĕк пикин пысăк концерчĕ иртет. Унта хамăрăн паллă ентеш-юрăçсемпе пĕрле республикăри эстрада çăлтăрĕсем те хутшăнĕç. Наташа евĕр талантлă хĕрсемпе эпир, Елчĕксем, савăнма тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика