27 октября 2010 г.
Кăçалхи шăрăх çанталăкра кỹлĕсемпе пусăсенчен чылайăшĕ типсе ларчĕç. Çавна май çынсем хальхи вăхăтра вĕсене нумай çĕрте çĕнĕрен чавма тытăнчĕç. Ĕçмелли шыв илсе тăмалли пусă чавнă чухне чи малтан ăна чавмалли вырăна тĕрĕс суйласа илмелле. Пусăри шыв пахалăхĕ мĕнле пуласси пусса хăш вырăнта чавнинчен нумай килет. Ăна çỹлĕрех вырăнта чавсан лайăх. Çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче е вăйлă çумăр çусан, пусă йĕри-тавра шыв пухăнман вырăн кирлĕ. Çывăхра выльăх-чĕрлĕх витисем, таса мар шыв юхмалли канавсем пулмалла мар. Çиелти таса мар шывсем пусса лекесрен бетон çаврашкана çĕр çинчен 1 метр çỹллĕрех лартмалла. Йĕри-тавра лайăх таптаса çăрнă, сийĕн-сийĕн хытарнă 1-2 метр хулăнăш тăм сармалла, сарлакăшĕ 0,5 метртан кая пулмалла мар. Çак сие "тăм çăра" теççĕ, вăл пусса таса мар шывсем лекесрен сыхлать. "Тăм çăра" çийĕн пусă хĕррипе вашмăклатса бетон сармалла. Шыв таса пултăр тесен унăн тĕпне вак чул сармалла. Пуссăн тăрри тата хуппи пулмалла. Обществăлла пусăсенчен килти витрепе шыв ăсма юрамасть. Килте чирлĕ çын пулсан, пусса вар-хырăм тифĕ, юнлă варвитти, ытти инфекци чирĕсене пуçаракан микробсем лекме пултараççĕ. Пусăпа тĕрĕс усă курсан çеç унти шыв пахалăхне сыхласа хăварма пулĕ.