Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăклăн хĕл каçтăр

27 октября 2010 г.

Ял хуçалăхĕнче усă куракан техникăна хĕл каçарма вырнаçтарас енĕпе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ку енĕпе акционерсен "Прогресс" хупă обществинче, "Комбайн", "Рассвет", "Сатурн", "Колос", "Труд" тата ытти хăш-пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕсенче ăнăçлă ĕçлерĕç. Вĕсем, çанталăк лайăх тăнине кура, комбайнсене, кăкарса ĕçлекен техникăна регламентпа килĕшỹллĕн вырнаçтарса лартрĕç. Урăхла каласан, техникăна тасатнă хыççăн ятарлă пукансем çине вырнаçтарчĕç, е витнĕ ангарсене кĕртрĕç, ременьсемпе сăнчăрсене, тутăхакан, çаврăнакан пайсене ятарлă шĕвексемпе, çупа сĕрчĕç, урапасен камерĕсенчи сывлăш пусăмне чакарчĕç, урапасене шуратрĕç, двигательсемпе гидроцилиндрсен штокĕсене çумăрпа юр кĕресрен хупларĕç. Çав вăхăтрах çитес çулхи çур акине хутшăнакан техникăна та юсаççĕ. Шел, яваплăха туйман ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем те пур. Техникăна хĕл каçарма вырнаçтарма "Знамя", К.Маркс ячĕллĕ, "Урожай", Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Н.П.Бикулов" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăхăт тупаймарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика