Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сезона - çĕнĕ шухăшсемпе

27 октября 2010 г.

Культура ĕçченĕсен черетлĕ канашлăвĕ яланхиллех усăллă та интереслĕ иртрĕ. Унта районти культура вучахне сỹнме парас мар тесе хăйсен ăсталăхне, пĕлĕвне шеллемен культработниксем кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле ĕçленине пăхса тухрĕç. Чи малтанах пухăннисене район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Александрова пултарулăх ĕçĕнчи çĕнĕ сезон пуçланнă ятпа саламларĕ. Канашлура чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - культурăпа кану учрежденийĕсене 2010-2011 çулсенчи хутмалли сезона мĕнле хатĕрленнине тишкерчĕç. Комисси членĕсем тỹрех палăртрĕç: культура çурчĕсенче çу тăршшĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Хăшĕ-пĕри тĕпрен улшăннă тесен те йăнăш мар. Уйрăмах Елчĕк, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен нумай ĕç тунă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕ, Тăрăмри культура çурчĕ, Кулпуçĕнчи клуб палăрмаллах çĕнелсе илемленнĕ. Кунта юсав ĕçĕсене пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклани тỹрех курăнать. Часах Аслă Пăла Тимешри культурăпа кану центрĕнчи юсав ĕçĕсем те вĕçленеççĕ. Кивĕ Арланкассинчи, Кавалти, Яманчỹрелти ял клубĕсем - чи хăтлисем. Вĕсенче территори таса та илемлĕ, хитре чечексем лартса ỹстереççĕ. Çапах та Вăрăмхăвари культура çурчĕ умĕнчи клумбăсем чи хитрисем. Унта вуншар тĕрлĕ чечек ỹстернĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Паян культура учрежденийĕсене виçĕ тĕрлĕ (хысна пурлăхĕпе, çĕнĕ йышши бюджет учрежденийĕ, автономлă учреждени) ĕçлеттерме пулать. Ку енĕпе кỹршĕсен опычĕпе паллашмаллине палăртрĕ вăл. Патăрьелĕнчи культура учрежденийĕсем автономи учрежденийĕн статусĕпе ĕçлеççĕ. Кунтах виççĕмĕш квартал итогĕсемпе паллаштарчĕç. Ял çыннисем валли тỹлевлĕ кану каçĕсем йĕркелес ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" районти акци мĕнле иртсе кайни пирки райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Малышкин тухса калаçрĕ. Çак акци вăхăтĕнче культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ, районти кирек мĕнле ăмăртуран та айккине пăрăнса юлмаççĕ. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн специалисчĕ А.Воробьева ачасене мĕн пĕчĕкрен чăваш фольклорне вĕрентсе воспитани парасси çинче чарăнса тăчĕ. Канашлăва хутшăннисем районта фольклор фестивальне йĕркелемеллине палăртрĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн методисчĕ В.Панкратова "Чăваш пики" конкурсăн положенийĕпе паллаштарчĕ. Малтанах пикесем пултарулăхне ял тăрăхĕсенче кăтартĕç, каярах - районта. Çĕнтерỹçĕ вара республикăра хамăр район чысне хỹтĕлĕ. Юлашкинчен пухăннисем канашлусене ытларах вырăна тухса ирттермеллине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика