23 октября 2010 г.
Кĕр акине чăвашсем çурла уйăхĕн малтанхи кунĕсенче тухнă. Кунта çур аки вăхăтĕнчи пекех пысăк чỹксем, тĕрлĕ йĕркесем туман. Апла пулин те ĕç пуçланă, вăрлăх кăларнă чухне тата акас умĕн кĕлĕсĕр иртмен. Вĕсенче вăхăтлă акса хăварса лайăх шăтса тухма, тырă тухăçне ỹстерме, çакăнпа пĕрлех хăйсене те ырă кун-çул пама Турра тархасланă. Тыррине кĕлетрен кăларса лав çине тиенĕ чухне, сăмахран, çапла кĕл тунă: "Çырлах, Атте Турă, Санăн аллуна паратпăр. Килĕм-çуртăмпа ĕçме-çиме пар. Эй, Турă, пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ пар. Эй, Турă, ан пăрах. Выçса килекене тăрантса яма пар. Шăнса килекене ăшăтса яма пар". Çав сăмахсем хыççăн пĕр арçын ачана (çăмăл алăллине) пĕр ывăç ыраш тыттарнă, лешĕ çав вăрлăха ана çине кайса акнă. Унтан ыттисем те акма пуçланă. Юрлă çемьесенче кивĕ тырри çĕннине алла иличченех пĕтсе пынă. Çавăнпа тыррине йĕтеме кĕртичченех çапма пуçланă. Пуянраххисем вара авăн çапса пĕтеричченех тăхтанă. Тырă çапнă чухне те тĕрлĕ йăла-йĕрке туса ирттернĕ. Чи пирвай çапнă тырра сăвăрса йĕтем варрине кăшăл туса купаланă, çĕнĕ тырă тепĕр çулччен тăранса пурăнма çиттĕр тесе Турăран перекет ыйтнă. Кăшăл çине сенĕкпе шăпăр хунă. Сăхман тăхăннă, сулахай хул хушшине çĕлĕкне хĕстернĕ кил хуçи аллине сăвăр кĕреçи тытса унта кăшăл йĕри-тавра хĕвеле хирĕç сăтăрса çаврăннă. "Эй, Турă, перекетне пар. Йĕтеме кĕртсен йĕтем перекетне, пỹлмене кĕртсен пỹлме перекетне пар", - тесе кĕл тунă. Кăшăлти тырра лав çине тиенĕ тата ампара кĕртнĕ чухне те Турăран перекет ыйтнă. Çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен ăна чỹклемесĕр çиме юраман, унсăрăн перекетлĕ пулмасть тенĕ. Çавна çĕнĕ тырра киветни тенĕ. Мĕн тери сăваплă та чыслă пулнă хресченшĕн çав çĕнĕ тырă. Чỹклес каçхине пĕтĕм кил-йышĕпе мунча кĕрсе тасалнă, чỹкленĕ кунхине килте пĕр сас-чĕвĕ те, вăрçă-тавлашу та пулман. Чỹк валли хăшĕ виçĕ, хăшĕ тăхăр е вун пилĕк çăкăр пĕçернĕ. Миçе Турра асăннă, вĕсен ячĕпе кăмакана çавăн чухлĕ çăкăр хывнă: Турра, Турă Амăшне, Пỹлĕхçе, Пỹлĕхçĕ Амăшне, Перекетпе унăн Амăшне, Çĕр амăшĕпе ашшĕне тата ытти те. Кашнин ячĕпе уйрăм çăкăр тытса, кашнине уйрăммăн тархасласа перекет, иксĕлми тивлет ыйтнă. Тырра çапса пĕтерсен чăвашсем авăн пăтти чỹкĕ туса ирттернĕ. Мĕнпе чỹкленине кура ăна тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен каланă: авăн пăтти, авăн сăри, авăн яшки, автан яшки. Юлашки кĕлтесене ашса-çапса тирпейлесен çитес çул тырă татах лайăх пултăр, йĕтемрен капан ан татăлтăр тесе авăн аштаракан юпа (авăн юпи) тăррине те çапман пысăк кĕлте çакса хунă. Çав каçах авăн çапса пĕтернĕ ятпа авăн пăтти (яшки) пĕçернĕ. Ытларах чухне ун валли автан, пирĕн тăрăхра вара пăру е така пуснă. Чỹк çимĕçĕсене пĕçерсе хатĕрлесен пĕр чашăкпа çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр е пашалу илсе йĕтем çине тухнă та авăн юпи çывăхне вут хурса авăна сыхлакан (авăн кĕтỹçĕ е авăн кĕтнеççи) ячĕпе кĕлĕ каланă. "Тавтапуç сана, авăн кĕтнеççи, тырра-пуллăма чипер алла илсе кĕлете кĕртме панăшăн", - тенĕ. Унтан вăл юпана пуç тайнă, авăн кĕтнеççи валли вучаха виçĕ кашăк пăтă ăсса илсе ывăтнă.