Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă чир

23 октября 2010 г.

Районти "Милици тата ачасем" акци вăхăтĕнче шкулсенче пулнă май наркомани темине те çивĕч çĕклетпĕр. Хаçат урлă вулакансене те наркоманăн хăш-пĕр паллисемпе паллаштарасшăн. Çын наркотикпе усă курнине кăтартакан паллăсенчен куçа тỹрех курăнаканни _ укол йĕрĕсем, куç айĕнчи кăвакарнă йĕрсем, ỹт çинчи кăвакарнă, кастарнă вырăнсем, кĕсьере чиксе çỹрекен пĕтĕрнĕ хут татăкĕсемпе укçа, çунса хăрăмланнă кашăк, тимĕр савăт, сигарет курупкинчи пирус. Паллăсен тепĕр ушкăнне ỹте кăвакрах е хĕрлĕрех тĕс çапни, куç шăрçисем сарăлни е пĕрĕнни, куç хĕрелни, чĕлхе çыхланни, виçесĕр нумай калаçни, аппетит çухални е питĕ нумай çини, вĕçĕмсĕр ỹсĕрни, тайкаланса утни, юн пусăмĕ ỹсни, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлни кĕреççĕ. Наркотик сĕрĕмĕн паллисен шутĕнче çаксем те: çын пĕччен пулма тăрăшни, çынсенчен пăрăнни, малтан кăсăклантарнă ĕçсенчен тарни, ăн çухални, тимлĕх çукки, килтен сăлтавсăрах туха-туха кайни, кăмăл-туйăм улшăнни, хăвăрт ывăнни, час-часах укçа ыйтни, хаклă япаласем çухални тата ытти те. Çывăх çынсене сăнасах тăмалла. Енчен те иккĕленỹ çирĕпленсен нарколог тухтăртан пулăшу ыйтма васкăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика