23 октября 2010 г.
Çăмăл атлетсем çуллахи спорт сезонне вĕçлерĕç. Курнавăшра вĕсем кăçал юлашки хут старта СССР спорт мастерĕн, Раççей тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Борис Николаевич Атамановăн призĕсемшĕн тухрĕç. Çăмăл атлетсем çулталăкăн юлашки ăмăртăвĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслесе ырă ят хăварасшăн. 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем, çамрăк пулсан та, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ. Курнавăшра паллă спортсмен призĕсемшĕн вĕсем массăллăн старта тухрĕç. 500 метрлă дистанцире Елчĕкри вăтам шкулти К.Галкина хăйĕнпе тупăшакан Чăваш Тăрăмри А.Алексеевăран тата Аслă Елчĕкри А.Елкинăран финиша маларах çитрĕ. Арçын ачасенчен 1000 метра чупнă чухне Тĕмерти Н.Алексеева, Çĕнĕ Пăвари А.Федорова, Кĕçĕн Таяпари В.Головина çитекенни пулмарĕ. Вĕсем - призерсен йышĕнче. 1995-1996 çулсенче çуралнă çăмăл атлетсем те чупăва йышлăн тухрĕç. 1000 метрлă дистанцире Патреккелĕнчи тĕп шкулта вĕренекен А.Арбузова хăйĕнпе тупăшакан çамрăксене кая хăварчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Елчĕкри В.Седовăпа Патреккелĕнчи А.Орлова. Çак ỹсĕмри арçын ачасем 2000 метра чупрĕç. Курнавăшри С.Константинова çитекенни пулмарĕ. Унăн кăтартăвĕ - 6 минут та 40 çеккунт. Патреккелĕнчи Г.Смирновпа Ф.Горшков та хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем - çуллахи сезона вĕçлекенсем. Вĕсем хушшинче спортăн аслă çулне тухакансем чылай. Ахальтен мар, хĕрỹ кĕрешỹ кунта яланах куç умĕнче. Хĕрсем 2000 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Кунта Елчĕксене çитекенни пулмарĕ. Малтанхи вырăнсене О.Каширинăпа С.Владимирова çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Аслă Елчĕкри Н.Афанасьева. Каччăсем 3 çухрăмлă дистанцине тухрĕç. Çамрăксенче вăй вылять - Елчĕкри А.Федоровпа А.Скворцов çакна чăннипех çирĕплетрĕç. Курнавăшри С.Кривов та вĕсенчен кăшт çеç каярах юлчĕ. Вăл - виççĕмĕш вырăнта. Çăмăл атлетсен çуллахи спорт сезонне уçаканни - ака уйăхĕнче "Елчĕк ен" хаçатăн призĕсемшĕн иртекен çурхи кросс. Кĕркунне те çăмăл атлетсем çуркуннехи ăсталăха çирĕплетме тăрăшаççĕ. Командăсен ăсталăхĕ уйăхсерен туптанать пулас. Б.Атамановăн призĕсемшĕн ирттернĕ ăмăртура пĕлтĕрхи пекех Елчĕкри вăтам шкулти çăмăл атлетсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕсем - Аслă Ел-чĕксемпе Курнавăшсем. Тĕп шкулсенчен Патреккелсемпе Кĕçĕн Таяпасем, Хăвăлçырмасем мала тухрĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: финиш хыççăн.