23 октября 2010 г.
Кама мĕнле пулĕ те, мана çивĕч те йăрă, хăюллă, çирĕп кăмăллă, кирек мĕнле ĕçре те пултаруллă хĕрарăмсем ытларах килĕшеççĕ. Вĕсем пурнăçа епле кăна "çĕмĕрттереççĕ", хăш-пĕр арçынсем аяккинче тăччăр. Тупăшура арçын ачасемпе тан вăй виçеççĕ, лаша çине утланса вирхĕнеççĕ, мотоцикл-автомашинăпа çỹреççĕ. Патреккелте йышлă çемьере 55 çул каялла кун çути курнă Зина та мĕн пĕчĕкрен хăюлăхĕпе, ларса тăма пĕлменнипе тĕлĕнтернĕ. Пиччĕшĕсем ăна кĕрешме те вĕрентнĕ, йĕлтĕр çине тăратнă, пĕрле çерем çинче çарран чупнă. Зина çеç мар, пĕр тăвансем пурте спортра харсăр çитĕннĕ. Касри ачасене çурăм çине çавăрса çапасси ним те мар пулнă уншăн. Шкулта вĕренме пуçласан хĕр ача физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Класра çеç мар, шкулта та йĕлтĕрпе чупса ăна çитекенни пулман вăл вĕреннĕ çулсенче. Е тата хĕрĕх çул каялла йывăр мотоцикл çỹретекен хĕрсем нумай пулнă-и ялта? Ялти шкулта тăхăр çул вĕреннĕ хыççăн Зинаида Скворцова Канашри педагогика училищине çул тытнă. Спортпа туслăскер хăйне физкультура учителĕнче курнă вăл. Студент çулĕсенче йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш разрядлă спортсмен пулса тăнă. Училище чысне хỹтĕлесе çĕр-шывăн таçти кĕтесне те çитнĕ. 1974 çулта çамрăк учительница Тăрмăшри шкула ĕçлеме килнĕ. Виçĕ çул кунти ачасене физкультура вĕрентнĕ. Унтан, тăван ялтан çỹреме çулĕ çывăхрах пултăр тесе, Тăрăм шкулне куçнă. Кунта та çичĕ çул сисĕнмесĕр иртнĕ Зинаида Петровнăшăн. Çанталăк ăшăтсанах велосипедпа е мотоциклпа çỹренĕ пулсан, хĕлле вара инçе çула йĕлтĕрпе кĕскетнĕ. Çемье çавăрсан пурнăç çулĕ ăна Елчĕкри "Сказка" ача садне илсе çитернĕ. Малтанах воспитательте ĕçленĕ вăл унта. 1991-1998 çулсенче ача сачĕн заведующин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. Çапах та спортран самантлăха та уйрăлман. Халĕ те çуран чупма та, йĕлтĕрпе ярăнма та вăхăт тупать. Спортсменсем калашле, формăна çухатмасть. Канлĕн утса çỹреме пĕлмест вăл. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе хăпартланать Зинаида Петровна. Шкул районти, республикăри ăмăртусенчен пĕрре мар çĕнтерỹçĕ, призер пулса таврăннă. Зинаида Петровна хăй хатĕрленĕ спортсменсемпе савăнать. Унăн воспитанникĕсем аслă шкулсенче те спортра харсăр пулнипе палăраççĕ, вĕренсе тухса ĕçе вырнаçсан та районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсенчен пăрăнса юлмаççĕ. Апла пулсан чăннипех те чун ыйтнипе тухаççĕ вĕсем старта. Спортра киленĕç тупнă Алина Исаева, Оля Баймушкина, Алина Тябукова, Вероника Тябукова, Татьяна Мисякова тăвакан ỹсĕмсемпе хăпартланать физкультурник. Вĕсем çуран утса, йĕлтĕрпе чупса, утса пĕрре мар район чемпионкин ячĕсене тивĕçнĕ. Зинаида Петровна коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăл учительсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе сахал мар тимлет. Елчĕк шкулĕнче хĕрарăм-педагогсенчен йĕркеленĕ волейбол командине пуçарса яраканĕ шăпах Зинаида Петровна. Юлашки çулсенче Елчĕксем ку енĕпе чапа тухрĕç тесен те йăнăш мар. Волейболла çеç мар, теннисла выляма та ăста З.Васильева ертсе пыракан команда. Çулла çеç мар, хĕлле те велосипед çинчен анмасть Зинаида Петровна. Кăçал районти Акатуйра велосипедистсен ăмăртăвне йĕркеленĕшĕн чăннипех хĕпĕртерĕ. Унăн вĕренекенĕсем те мала тухрĕç. - Велосипедпа ярăнни питĕ усăллă. Елчĕксем çеç мар, Акчел, Патреккел, Ĕнел хĕрарăмĕсем ĕçе велосипедпа чылайăн çỹреççĕ. Ял хĕрарăмĕсен ирхинехи ĕçсем сахалланчĕç (каланкка хутмалла мар, ĕнесем тытма пăрăхрăмăр...), хусканусем сахал тăватпăр, çавăнпа велосипедпа çỹрени питĕ лайăх. Часах ватăлмалла мар, спортпа туслашмалла пирĕн. Хамăршăн, - тет хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнакан вăр-вар учительница. Зинаида Петровна шкул чысне волейболла, теннисла выляса çеç хỹтĕлемест, йĕлтĕрпе ярăнассипе те паян та хăй çулĕнчен ирттерет. Васильевсем Елчĕкри Çĕнĕ урамра пурăнаççĕ. Зинаида Петровнăн мăшăрĕ, Виталий Борисович, ăста водитель. Пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнакан мăшăр виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Ывăлĕпе тата кинĕпе, мăнукĕсемпе пĕр çăвартан пурăнать çемье. Харсăр педагог хăйĕн тĕпренчĕкĕсене те мĕн пĕчĕкрен спортпа пиçĕхтернĕ. Алексей ывăлĕ вара амăшĕн çулĕпе кайрĕ. Вăл малтан Канашри педколледжран, унтан педуниверситетран вĕренсе тухрĕ. Хальхи вăхăтра "Улăп" спорт комплексĕнче инструкторта ĕçлет. Районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Полина хĕрĕ Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче ветеринари врачĕ пулса тăрăшать. Алена Мускавра. Вăл малтан экономиста вĕренсе тухрĕ, унтан ют чĕлхене алла илчĕ. Ĕçре харсăр та пултаруллă, килте, ял-йышра ăш пиллĕ те ырă кăмăллă, тарават анне, юратнă мăшăр, ытарайми асанне, кукамай, кỹршĕ, хаклă тăван çĕртме уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ яра куна килте ирттерет пулсан та, пушă вăхăт сахал унăн. Васильевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ ĕçрен килнĕ çĕре вĕри апат хатĕр. Пенсионерка тесе пуç усасшăн мар, хăнăхнă йăлапа велосипед çине ларса пĕр çаврăм туса килет. Чăннипех те маттур çав. Пирĕн унран вĕренмелли нумай. Халиччен вутра çунман вăл, шывра та путман. Кирлех пулсан чупса пыракан лашана та тытса чарать...