Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлипе хаклатпăр

23 октября 2010 г.

Тивĕçлипе хаклатпăр

 Тăван патшалăхăмăр кашни çынна шута илсе малашнехи пурнăçа кирлĕ пек йĕркелесе пырассишĕн тăрăшнине пĕлтерет халăх çыравĕ. Пурте ăнланатпăр, килти пĕчĕк хуçалăхра та темиçе çул иртнĕ хыççăн мĕнле ĕçсем тумаллине, ун валли мĕн кирлине малтанах палăртса хуратпăр. Çĕр-шыв вара нумай пысăк хуçалăх. Мĕн чухлĕ тырă-пулă, ытти таварсем хатĕрлемеллине тĕрĕс пĕлес тесен халăх шутне пĕлмелле. Пенсионерсен пурнăçне лайăхлатас тесен вĕсен йышне палăртмалла, çурт-йĕр ăсталас тесен хальхи вăхăтра кам мĕнле пурăннине, çынсен ĕç вырăнĕ пуррипе çуккине пĕлмелле. Çырав йĕркелени малашлăха пĕлсе тăрассишĕн тимленине пĕлтерет. Ахальтен мар Пĕтĕм Раççей тата Мускав патриархĕ Кирилл та çырава малтанах хутшăнчĕ, хăй çак ĕçе ырланине палăртрĕ. Кушкăра пурăнакансене Лидия Капламова переписчик шута илет. Ырă кăмăллă та сăпайлăскер, вăл кашни килте кĕтнĕ çын, ыйтăвĕсене ăнлантарса парать. Ял халăхĕ çырава ăнăçлă вĕçлеме хапăл тăвать. 

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вĕçленесси нумай юлмарĕ. Чăвашстатăн районти уйрăмĕн халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен А.Андреев экономистпа Е.Горшкова çыравçă ыйтусене сỹтсе яваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика