Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах çамрăк артист

23 октября 2010 г.

Яланах çамрăк артист

 Çак кунсенче пирĕн ентешĕмĕр - Чăваш халăх артисчĕ Игнатий Осипович Молодов çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак ятпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче "Манăçми сцена маçтăрĕ" курав ĕçлеме пуçларĕ. Унта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тата халăх артисчĕн И.Молодовăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ сăнарланнă. Тĕлĕнмелле талантлă сцена ăстин тĕрлĕ рольсенчи сăн ỹкерчĕкĕсем тĕп вырăнта. Кăмăл тăвакансене куравпа паллашма йыхравлатпăр. И.О.Молодов ку тĕнчерен куçса кайнă пулин те унăн ячĕ, пултарулăхĕ ĕмĕр манăçми. Чăваш халăх артисчĕ вун-вун çул чĕри вутне, пĕтĕм ăсталăхне парса ĕçленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ чăваш халăх культурине ỹстересси, ăна çутă ĕмĕтпе хавхалантарасси пулнă. Республикăра тата унăн тулашĕнче çĕршер спектакль лартнă, нумай-нумай рольсенче вылянă вăл. Çĕр аллă сăнар! Çĕр аллă пысăк ĕç! Игнатий Осипов - нумай енлĕ, пултаруллă артист. Трагедире те, комедире те, драмăра та вăл пĕр пекех ăста вылянă. Вăл калăпланă Тăхтаман, Отелло, Шадрин, Восьмибратов, Несчастливцев, Орджоникидзе, Ванюк, Сетнер, Айдар, Листрат, Эрхип тата ытти нумай сăнарсем ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче юлнă. И.Молодов куракансен чи юратнă артисчĕ пулнă. Ахальтен мар ăна 1941 çулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ ятне, 1955 çулта Чăваш халăх артисчĕн ятне панă. 1951 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă, каярах Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата "Хисеп Палли" орденсемпе наградăланă. Тăван халăхшăн чун ăшшине шеллемен Елчĕк каччипе - Игнатий Молодовпа эпир мухтанма тивĕçлĕ. Юратнă артист - пирĕншĕн, Елчĕк енĕн çыннисемшĕн, хăйĕн хушамачĕ пекех ĕмĕр çамрăк. Пирĕн "Тăхтамана" эпир ĕмĕр-ĕмĕрех вăл Нарспие юратнă пекех юратăпăр, асра тытăпăр. 

Сăн ỹкерчĕкре: И.О.Молодов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика