20 октября 2010 г.
Вăтăрмĕш çулсенче пирĕн ялти шкулпа Аксу (Тутар республики) шкулĕ пĕр-пĕрин патне кайса тĕл пулусем ирттеретчĕç. 1932 çулхи кĕркунне. Эпĕ 4-мĕш класра вĕренеттĕм. Сцена çине чи малтан мана, пĕчĕкскере, тутарла лайăх калаçма пĕлнĕрен-ши, кăларчĕç. Эпĕ малтанах, хама вĕрентнĕ пек, тутарла саламларăм та "Кызыл байрак" ("Хĕрлĕ ялав") сăвва каласа патăм. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Юрласа ташлакансем те куракансен пит-куçĕсене хаваслăх кĕртрĕç. Çак тĕл пулура Масгут Хабибуллинпа тата Малик Гарафуллинпа паллашрăм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, уроксем хыççăн Аксусем стройпа юрă юрласа утса пирĕн яла пырса кĕчĕç. Вĕсене курма урам тулли пухăннă халăх тăвăллăн алă çупса клуба ăсатса ячĕ. Мĕн тери савăнăç кỹретчĕç çак ăшă тĕл пулусем. Аксусен концертĕнче манăн çамрăк юлташ, Масгут Хабибуллин (унăн ашшĕ Аксура шкул директорĕ пулса ĕçлетчĕ) сцена çине тухса саламласа сăвă каласа пачĕ. Пĕчĕкрен туслашнă Масгутпа Малик Совет Çарне службăна кайичченех пирĕн килте кĕтнĕ хăна пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче Аксу, Тутиел, Кукшум, Бикутеево ялĕсенчи шкулсенче çичĕ çул вĕренсе пĕтернĕ çамрăксем Аслă Елчĕкри вăтам шкула çỹреме пуçларĕç. Тутарсем хăйсен ачисем пирĕн шкула пĕлỹ пухма çỹренĕшĕн питĕ кăмăллăччĕ. - Сирĕн шкулта вырăсла лайăх вĕрентнине пула пирĕн ачасем çăмăллăнах Хусанти аслă шкулсене вĕренме кĕрекен пулчĕç, - тенине час-часах илтеттĕмĕр. Акă, Мулюковсен хĕрĕсем Аслă Елчĕкри шкултан вĕренсе тухнă. Çак маларах аса илнĕ ялсенче те вăтам шкулсем уçăлсан тĕл пулусем ирттерме пăрахрĕç. Мĕн чарать-ха халĕ туслă çыхăнусем йĕркелеме? Пуçару çеç кирлĕ.