20 октября 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев "Çут çанталăкри япăх пулăмсен вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен" кăларнă Указ çут çанталăк ял çынни умне кăларса тăратнă йывăрлăхсене çăмăллатма, агропромышленноç комплексĕн хальхи аталану шайне сыхласа хăварма пулăшать, малашне ăнăçлă ĕçлеме хавхалантарать. Указра выльăхсен хисепне сыхласа хăварнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе ферма тытакан фермер хуçалăхĕсене выльăх апачĕ туянма хушма укçа-тенкĕ уйăрса парасси çинчен каланă. Çак тĕллевпе уйăрса паракан субсиди укçи пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсене пурĕ 18 миллион тенкĕ тивĕçет. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Президенчĕн Указне ял хуçалăх предприятийĕсенче анлăн сỹтсе яваççĕ.
Гурий ФЕДОРОВ, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ: Выльăхсен хисепĕ чакманнине шута илсе 1 условнăй выльăх пуçне 2300 тенкĕ чухлĕ уйăракан субсиди укçи пирĕн хуçалăха 2 миллион та 600 пин тенкĕ тивĕçет. Выльăх апачĕ туянма патшалăхран хушма укçа-тенкĕ пани кăçалхи лару-тăрура чăннипех те пысăк пулăшу пулчĕ. Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх техникипе, çунтармалли-сĕрмелли материалпа, вăрлăхпа, минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăрана хỹтĕлесе им-çампа тивĕçтернĕ чухне те тавар туса кăларакансене хушма пулăшу пани ял хуçалăх предприятийĕсене тăрăшса ĕçлеме хавхалантарĕ.
Юрий МЯСНИКОВ, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ: Субсиди укçипе комбикорм тăвакан тепĕр Доза-агро агрегат туянма палăртатпăр. Фермăри выльăхсен хĕл тапхăрĕнчи рационне кирлĕ пек йĕркелесе пырас тесен çителĕклĕ таран тырă, витаминлă апат хутăшĕсем, жом, жмых кỹрсе килмеллине ăнланатпăр.
Владимир РАХМУЛЛИН, "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăх директорĕ: Кăçалхи типĕ те шăрăх çанталăк ял çынни умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Тăкаксен пĕр пайне саплаштарассине патшалăх хăй çине илни вара тавар туса илекенсемшĕн пысăк пулăшу. Сахалтан нумай пулать. Кредит паракан организацисем типĕ çанталăка пула шар курнă хуçалăхсем маларах илнĕ кредитсемшĕн тỹлессине каярах вăхăта хăварни те тĕрĕс. Унсăрăн кивçен илнĕ укçапа татăлассинче пысăк йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ.