20 октября 2010 г.
Грипп тата сĕлеке е сывлăш урлă вируссем лекнипе пулакан чирсем (ОРВИ) паян чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсен шутне кĕреççĕ. Пурте пĕлетпĕр, грипп вирусĕ питĕ усал. Кĕтмен çĕртен температура ỹсет, пуç çурăлса каясла ыратать, сăмса хупланса ларать, ỹсĕрттерет. Грипп питĕ йывăррăн иртсе каять, вăл бронхит, пневмони, отит, синусит чирĕсене яма пултарать. Грипп уйрăмах аслă çулсенчи çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Ватăлнă май çыннăн иммунитечĕ вăйсăрланать, енчен те шала кайнă чир пулсан пушшех те сывлăхшăн сиенлĕ. Пĕчĕк ачасемшĕн грипăн кирек мĕнле вирусĕ те çĕнĕ, çавăнпа та пепкесем ăна йывăррăн ирттерсе яраççĕ. Аслисен чир пĕр эрне е ытларах тăсăлать пулсан, ачасем унтан та ытларах вырăнпа выртаççĕ. Сиплениччен - сыхланар. Чи усăллă меслет - грипа хирĕç профилактика туни. Хальхи вăхăтра ăна хирĕçле прививка тăвасси анлă сарăлнă. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Раççейре грипран вакцинаци тăваççĕ. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче грипран прививка тума пуçланă. Пирĕн районта 1830 çын валли вакцина килнĕ. Паянхи кун тĕлне садике çỹрекен 25 ачана, 1-11-мĕш классенчи 805 вĕренекене, 145 медработника, 175 вĕрентекене, 60 çултан иртнĕ 680 ватăна прививка тунă. Çакна асăрхаттарсах калатпăр: грипп тапхăрĕнче ытларах С витамин нумай пахча çимĕç, улма-çырла çимелле, пỹлĕмсене уçăлтарсах, тасатсах тăмалла, ытларах уçă сывлăшра çỹремелле, çын нумай пулакан вырăнсене тухмалла мар, харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла. Организма пиçĕхтерни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, çанталăка кура тăхăнни питĕ усăллă. Грипп паллисем пулсанах ним тăхтаса тăмасăр медицина пулăшăвĕ илмелле. Чире килте сипленсе ирттерсе яма сĕнетпĕр. Сунас лексенех е ỹслĕк аптăратсанах сăмсăра, çăварăра сăмса тутрипе хупламалла, усă курнă сăмса тутăрĕсене пăрахмалла. Епле пулсан та чирлĕ çынсенчен пăрăнма тăрăшăр.