20 октября 2010 г.
![Çырава хутшăнасси - кашни гражданинăн тивĕçĕ Çырава хутшăнасси - кашни гражданинăн тивĕçĕ](../Home/594//foto/perepis.gif)
Районта пурăнакансем çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие пуçаруллă хутшăнаççĕ. Тунти кун тĕлне 2887 çурта шута илнĕ, пурĕ 7804 çынна çырнă. Çав шутран 3687 арçынна, 4117 хĕрарăма шута илнĕ. Аса илтеретпĕр, районĕпе пурĕ 9814 çуртпа хваттерте пурăнакансене шута илмелле. Ĕç кал-кал, ăнса пыни çыравçăсен яваплăхĕнчен нумай килет.
Сăн ỹкерчĕкре: Чăвашстатăн районти уйрăмĕн халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Г.Кузнецова (сылтăмра) тата уполномоченнăй çумĕ Н.Егоркина çыравçăсен ĕçне тĕрĕслеççĕ.