Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас ăрушăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ

20 октября 2010 г.

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакансене В.Мироновăпа Е.Ермолаева переписчиксем çыраççĕ. Вĕсем кашни çемьере пулса çынсенчен тĕплĕ хурав илеççĕ. Халăх çыравĕ пирки кам мĕн шухăшланине ыйтса пĕлме шутларăм.

Г.ВАНЮШИН, пенсионер: Халăх çыравĕ - кирлĕ ĕç, ăна патша самани вăхăтĕнчен тытăнсах ирттерме тытăннă. Хальхи тапхăрта çак ĕçе йĕркелесе ирттерни пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Ялсенче халăх йышĕ мĕн чухлĕ пулнине палăртса çырмалла. Çырав ирттерни ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен хисепне, кадрсем çителĕклĕ е çителĕксĕр пулнине, ялта ватăсем е çамрăксем ытларах пулнине тĕрĕс палăртма май парать. Тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çынсен шутне пĕлмесĕр вĕсене тỹлеме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине те тĕрĕс пĕлеймĕн. Халăх çыравне кашни 10 çултан ирттерни питех те тĕрĕс. Çак тапхăрта çĕр-шывра пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ.

А.ТЕТМУКОВА, çамрăк хĕрарăм: Эпĕ виçĕ ача амăшĕ. 2010 çулхи çыравра кĕçĕн ывăла та шута илеççĕ. Ачасем валли ясли-садсемпе шкулсем кирлĕ. Çыравра Раççейре мĕн чухлĕ ача пулнине шута илеççĕ. Ачасен шутне кура аслă шкулсемпе техникумсенче, училищĕсенче вĕренме тивĕçлисен шутне палăртĕç.

Ф.ПЕТРОВА, пенсионерка: Çырав хыççăн пирĕн пек ватăсем мĕн чухлĕ пулни те паллă пулĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем те сахаллансах пыраççĕ, тепĕр халăх çыравĕччен вĕсем пурăнаймĕç те ĕнтĕ.

Г.СКВОРЦОВА, ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ: Экономикăпа финанс кризисĕ тапхăрĕнче ирттерекен халăх çыравĕ çĕр-шыври вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ тата социаллă сфера валли укçа-тенкĕ уйăрса пама, ăна перекетлĕ расхутлама май парĕ. Шкулсенче ачасен хисепĕ чакса пырать, апла пулсан, укçа-тенкĕ те сахалрах тăкакланать. Эпир кашни учитель, шкулпа ясли-сада çỹрекен ача халăх çыравĕнче шута кĕтĕр тесе тăрăшатпăр. Çырав кăтартăвĕсем вĕрентĕве çĕнетес ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ технологи тапхăрĕнче иртекен çырав шкулсене çĕнĕ оборудованипе, компьютерсемпе пуянлатма май парĕ. Çапла майпа XXI ĕмĕрте пурăнакан шкул ачисен тавра курăмĕ те нумай анлăланĕ. Интернетпа çыхăнса вĕренекен шкул ачи учительсене те пысăк тавра курăмлă пулма хистет. Халăх çыравĕ вăхăтлă та кирлĕ тапхăрта иртет. Л.МОРОЗОВА, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ: Ял тăрăхĕнче 2010 çулхи халăх çыравне чылай маларах хатĕрленме тытăннă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ переписчиксем валли ятарлă пỹлĕм уйăрса панă, çырава хатĕрленсе ирттересси пирки анлă план туса хатĕрленĕ. Çак планпа килĕшỹллĕн иртнĕ çулсенчех ял тăрăхĕнчи ялсенче урамсен ячĕсене тĕрĕс çырса тухнă, малтан йăнăш çырнисене тỹрлетнĕ, кашни çурт номерне илемлĕ, курăнмалла çырса çапса тухнă. Хуçалăх кĕнекинче кашни çыннах тĕплĕ шута илнĕ, пĕр çын та çыравра шута илĕнмесĕр ан юлччăр тесе ял тăрăхĕн администрацийĕ те яваплăха туйса ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика