20 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 6 "а" класра вĕренекенсем хушшинче "Синкерлĕ лару-тăру" вăйă-конкурс иртрĕ. Ăна класс ертỹçи Альбина Валерьевна Петрова ертсе пычĕ. Жюринче 9 "б" класра вĕренекенсем пулчĕç. Ачасем тăватă ушкăнра тупăшрĕç. Тĕрлĕ инкексенче, пушар хăрушлăхĕнче хăйсене мĕнле тытмалли йĕркесене аса илсе хăвăрт хуравсем тупма пултарчĕç. Ачасен çивĕч ăс та тарăн шухăшлавĕ палăрчĕ. Уйрăмах Ирина Чувайкина, Иван Федотов, Николай Тихомиров, Иван Карпов, Нина Михайлова хастар пулчĕç. Вĕсем çухалса каймасăр йывăр лару-тăруран тухма тĕрлĕ мел шыраса тупрĕç. Çак вăйă ачасене пурнăçра тĕрлĕ пăтăрмахсенче мĕнле пулмаллине, инкекрен сыхланма, пирвайхи пулăшу пама тата сывлăха упрама вĕрентрĕ.