Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушăрах инкек урăх çук

16 октября 2010 г.

 Ĕçке ерни ĕлĕк арçынсен çитменлĕхĕ (чирĕ) анчах шутланнă. Хĕрарăмсем хушшинче вăл сарăлман пулнă. Çакна мĕнле ăнлантармалла? Акă мĕнле - хĕрарăмăн ĕçке ериччен психологилле барьера çĕнтермелле. Хĕрарăма ĕçке ересрен чарса тăракан фактор питĕ нумай. Ĕçке ернĕ арçын епле пĕтсе пынине курма питĕ йывăр, ĕçке ернĕ хĕрарăмран вара хăрушă мĕлке çеç тăрса юлнине курма тата йывăртарах. Ку инкекрен хăрушăраххи çемьешĕн те, çав çынсемшĕн те, обществăшăн та урăх нимĕн те çук. Вăрах вăхăта тăсăлакан алкоголизм диагнозĕ лартнă хĕрарăмсен пурнăçĕнчи инкексен историйĕсем тĕрлĕрен, анчах вĕсем пурте пĕр евĕрлĕ. Акă вĕсенчен пĕри. Нина ялта пысăк та туслă çемьере çуралнă. Эрех тутине вăл хулана кайса ĕçе вырнаçсан пĕлнĕ. Общежитире йĕрки çапла пулнă: ташă каçне каймалла - яланах ĕçмелле. Качча тухсан упăшкипе, хунямăшĕпе пĕрле ĕçме тытăннă. Малтан уявсенче кăна ĕçнĕ, каярахпа лавккаран илнĕ япаласене "çунă", унтан кашни шăмат кунпа вырсарни кунах ĕçме тытăннă. Пĕр каçрах вăл çур литр таран эрех ĕçме пуçланă. 29 çулта Нинăн "чечекленекен" алкоголизмăн паллисем палăрнă: унăн мухмăр чĕртес килнĕ, ăс-тăнĕ чакнă, çĕрле хăрама тытăннă. Вăл халĕ ĕç вăхăтĕнче те ĕçме пултарать, унччен унашкалли пулман. Унăн характерĕ те улшăннă: малтан ырă кăмăллă, хаваслă хĕрарăм халĕ час тарăхакан, хăвăрт çилленсе каякан çын пулса тăнă. Нинăпа пĕрле ĕçлекенсем ыйтнипе хĕрарăма вăраха кайнă алкоголизмран сиплеме стационара ăсатаççĕ. Врачсем ăна больницăран киле пысăк шанăçпа ăсатса янă. Анчах... Нина каллех унчченхи пурнăçа лекет: килте - ĕçекен упăшкипе хунямăшĕ. Кунсеренех - эрех кĕленчи, тепĕр кунне мухмăр чĕртеççĕ. Малтанхи тискер пурнăç тепĕр хут пуçланать. Хĕрарăмсен психика уйрăмлăхĕсене пула алкоголе хăнăхасси çав тери хăвăрт пулать, арçынсенчен 3-4 хут хăвăртрах. Эрех ĕçме пуçласан алкоголь чирĕ аталаниччен 1-3 çул кăна кирлĕ. Нумаях та мар тăтăшах ĕçсе тăни те чире яма пултарать, час-часах вара чиртен сывалма та май килмест. Хĕрарăмсем хăйсем эрех ĕçме юратнине чылай вăхăт пытарса пурăнаççĕ, тухтăр патне часах каймаççĕ, ун хыççăн вара вĕсене пулăшма та йывăр. Алкоголизм ăруран ăрăва куçнине çирĕплетекен факторсем çук, анчах ĕçекен ашшĕ-амăшĕн ачисем те ĕçке хăвăрт ерни паллă. Хăш-пĕр ученăйсем ĕçекен амăшĕ ачасене пĕчĕк чухне начар пăхнипе ачисем ĕçме тытăнаççĕ тесе шутлаççĕ. Амăшĕ ăçта та пулин эрех тупса ĕçесси çинчен кăна шутлать пулсан ачисене ăçтан йĕркеллĕ пăхма пултартăр ĕнтĕ? Хăш-пĕр чухне хĕрарăмсем ĕçме пуçланине çемьере пурнăç ăнманнипе, хытă куляннипе ăнлантарса тата ытти сăлтавсемпе тỹрре тухма тăрăшаççĕ. Анчах хĕрарăмсенчен нумайăшĕ çак йывăрлăхсенчен урăхла майсемпе хăтăлма тăрăшать, "çăлăнăçа" алкогольте шырамасть. Пирĕн çĕр-шывра çынна хăйĕн пурнăçри вырăнне тупмалли майсем çителĕклĕ. Хĕрарăм алкоголизмăн уйрăмлăхĕсенчен пĕри - чăн-чăн çын сăн-сăпатне хăвăрт çухатса пыни. Нимĕнпе те кăсăкланманни, эгоизм туйăмĕсем хĕрарăма питех те хăвăрт çавăрса илеççĕ. Унăн ача çуратса ăна лайăх пăхса ỹстерес туйăм çухалать, пур ачисем те ăна кăсăклантармаççĕ. Алкоголизмпа асапланакан хĕрарăмсен чир историйĕнчен нумайăшĕнче "хăйĕн ачисене пăхмасть", "ачисен пурнăçĕпе кăсăкланмасть" тенине вулатпăр. Юлашкинчен вара "амăшĕн прависĕр тăратса хăварнă" тесе çыраççĕ. Шалти секреци парĕсем сиенленнине пула ĕçке ернĕ хĕрарăмсем час ватăлаççĕ, начарланаççĕ. Йывăр çын чухне вĕсем хытă асапланаççĕ, час-часах çитĕнсе çитмен, вилĕ ача çуратаççĕ, е ачи çирĕп сывлăхлă çуралмасть. Кĕскен каласан, "хĕрарăм", "алкоголь" сăмахсем пĕр-пĕрне хирĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăм алкоголизмĕ ахаль иртмест, вăл хăйĕншĕн те, таврари çынсемшĕн те, ачисемшĕн те питĕ хăрушă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика