Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхласа хăварнă выльăхшăн - субсиди

16 октября 2010 г.

 Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшасси ỹссех пырать. Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăкра ял çынни пысăк тăкаксем курнине шута илсе, ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелесе парас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушма пулăшу памалли мерăсем çирĕплетнĕ. Палăртнă субсидин пĕр тĕсĕпе фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе сыхласа хăварас шутпа хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран апат туянма усă кураççĕ. Пулăшу укçине панă чухне чи малтан кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрисемпе танлаштарсан, выльăхсен хисепĕ чакманнине тĕпе хураççĕ, çапла майпа 1 условнăй выльăх пуçне 2300 тенкĕ субсиди тивĕçет. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе мăйракаллă шултăра выльăхсем пурĕ 7714 пуç, иртнĕ çулхинчен 372 пуç (5 процент) ытларах пулнă. Çав шутран сăвакан ĕнесем 2498 пуç (74 пуç ытларах), 9474 пуç сысна (1175 пуç ытларах) шутланаççĕ. Выльăхсен хисепне сыхласа хăварнине кура районти ял хуçалăх предприятийĕсене асăннă йышши субсиди пурĕ 18 миллион тивĕçет. Çав шутран 5 миллионĕ, е 28 проценчĕ акционерсен "Прогресс" обществин тỹпи. Кунта районĕпе илсен те выльăхсен хисепĕ чи пысăкки, пурĕ 1724 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, 3800 пуç сысна шутланать. 1072 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, 1236 пуç сысна тытакан "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕ 2 миллион та 600 пин тенкĕ хушма пулăшу укçипе усă курма пултарĕ. Патшалăхран уйăракан субсидипе усă курса ял хуçалăх предприятийĕсемпе ферма тытакан фермер хуçалăхĕсен ушкăн выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран апат хатĕрлесе çитерессипе çанă тавăрса ĕçлемелле. Витаминлă апат хутăшĕсем, жмых, жом туянмалла. Комбикорм тăвакан агрегатсем, апат валеçекен миксерсем туянмасăр та май çук. Мĕншĕн тесен хальхи саманара выльăх-чĕрлĕхе тырă çитермелле мар, комбикормпа усă курни вырăнлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика