Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Милици тата ачасем"

13 октября 2010 г.

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче старт илсе юпа уйăхĕн 27-мĕшĕччен тăсăлакан республика шайĕнчи "Милици тата ачасем" акцие водительсем те хастар хутшăнасса шанас килет. Мĕншĕн тесен çул-йĕр çинчи лару-тăру çав-çавах çивĕч. Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Республикинче ачасем хутшăннипе 142 ДТП пулнă, вĕсенче 7 ача вилнĕ, 143-шĕ тĕрлĕ суран илнĕ. Пирĕн районта кăçал ачасем хутшăннипе аварисем пулман, иртнĕ çул вара çакăн евĕр икĕ аварире икĕ ача аманнăччĕ. Ачасем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче водительсем тимлĕх пирки час-часах маннине те палăртса хăварас килет. Çавна май вĕсене вĕрентỹ учрежденийĕсен, ача-пăча площадкисен çывăхĕсенче хăвăртлăх режимне пăхăнма ыйтасшăн. Ашшĕ-амăшне вара ачисене пĕчĕкренех çул-йĕр правилисене вĕрентме, çул-йĕр çинче хăйсене тивĕçлĕ тытма хăнăхтарма ыйтас килет. Енчен те ывăлăр е хĕрĕр 12 çул тултарман пулсан, вĕсене автомашина салонĕнче ятарлă креслосемпе анчах илсе çỹремелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика