13 октября 2010 г.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинче республикăри спартакиада программине кĕрекен ăмăртусем малалла пыраççĕ. Тунти кун пирĕн районти 1993-1994 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсем республика чемпионĕсем пулса тăнă, Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илнĕ. Финалти вăйă Шупашкар хулинче иртнĕ. Унта Елчĕк тата Çĕрпỹ районĕсен командисем тĕл пулнă. Вăйă çивĕч иртнине унăн шучĕ те палăртать. Пирĕн районти Р.Григорьев ертсе пыракан команда 4:3 шутпа çĕнтерме пултарнă. Кăçалхи турнирта Елчĕксем уйрăмах ăнăçлă кĕрешнĕ. Вĕсем малтанхи тапхăрта Канашсене - 3:2, Вăрнарсемпе Шăмăршăсене, Патăрьелсене пурне те - 5:0, Хĕрлĕ Чутайсене 3:1 шутсемпе парăнтарнă. Эрне кун çурма финалта Тăвайсене йышăннă. Унта каллех пысăк - 5:0 шутпа çĕнтернĕ. Голсене А.Райков (Аслă Елчĕк), А.Федоров, А.Николаев (Елчĕк) тапса кĕртнĕ. Республика спартакиадин программине кĕрекен футбол ăмăртăвĕнче Елчĕксем кашни çулах ăнăçлă выляççĕ. 2004 çулта вĕсем пĕрремĕш хут республика чемпионĕсем пулнăччĕ. Ун хыççăнхи çулсенче тăтăшах призерсен шутне кĕме пултарнă. Кăçал каллех район команди çĕнтернĕ. Район командишĕн Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кушкă, Патреккел шкулĕсенче вĕренекенсем вылянă.