Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹ йĕркеленĕ

13 октября 2010 г.

Вĕренỹ йĕркеленĕ Ыран, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ пуçланать. Çыравăн тĕп ĕçченĕсем - переписчиксем, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйсен вĕренĕвне пуçларĕç. Вăл район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче иртрĕ. Çырав комиссийĕн ертỹçи - район пуçлăхĕ Н.П.Миллин переписчиксене ĕç пуçланнă ятпа саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ, вăл та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те вĕсене яланах ĕçре пулăшма хатĕррине шантарчĕ. Районти çырав комиссийĕн ертỹçин çумĕ - Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Л.А.Горшкова çыравăн тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, çырав вăхăтĕнче сиксе тухма пултаракан пăтăрмахсенчен, кĕтменлĕхсенчен епле пăрăнмаллине асăрхаттарчĕ. Тĕрлĕ инкекрен переписчиксене "ВСК-компания" страхланă, çавăн пекех вĕсем хăйсен ирĕкĕпе тата пысăкрах суммăлăх страхлама пултарни пирки страхлав компанийĕн Елчĕкри представителĕ М.В.Теллина пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин çавăн пекех çыравçăсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, çырав тивĕçлĕ шайра иртсе каясса шаннине, çыравçăсен ĕçĕ яваплă, вĕсем çинче пысăк шанăç пулнине палăртрĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче переписчиксен вĕренĕвĕ вĕçленет, вĕсем тест ыйтăвĕсене хуравланă хыççăн удостоверенисемпе çырав ирттермелли хатĕрсем алла илĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика