13 октября 2010 г.
Хисеплĕ ентешсем! Юпа (октябрь) уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пĕтĕм Раççейĕпех халăх çыравĕ (перепись) иртет. Ку çырав çĕнĕ пин çуллăхра, çĕнĕ ĕмĕрте иккĕмĕш пулать. Юлашки халăх çыравĕ 2002 çулта, сакăр çул каялла иртнĕччĕ. Аталаннă пур çĕр-шывра та çырава вунă çулта пĕрре ирттереççĕ. Эпĕ астăватăп-ха унчченрех çыравсем 1979, 1989 çулсенче пулнăччĕ. 2002 çулхи çырав вăхăчĕ анчах кăштах тăсăларах кайрĕ. Мĕншĕн вунă çула суйласа илнĕ? Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ сĕннĕ çакна. Çак тапхăр çырав ирттерме чи лайăххи шутланать. Çакна палăртнă - 10 çулта кирек хăш çĕр-шывра та калама çук пысăк улшăнусем пулаççĕ. 10 çул вара - ĕмĕр тăршшĕнче те, пин çуллăхра та çаврака та меллĕ цифра. Раççей империйĕнче халăхăн пĕрремĕш çыравĕ 1897 çулта иртнĕ, юлашки, маларах асăнтăм, 2002 çулта. Çак мероприяти пирĕн республикăшăн та, районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх çырав результачĕсем социаллă пурнăçа, экономикăна, демографие мĕнлерех аталанса пынине тишкерме тата малашлăха палăртма майсем туса параççĕ. Халăх йышĕ çинчен çĕнĕ, тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем пулсан, çынсен вилеслĕх, вĕсен çураласлăх шайне пĕлме, ĕç укçи, пенси, стипенди тата пособи виçисене палăртмашкăн лайăх майсем çуралĕç, пенси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх реформисене тỹрлетỹсем кĕртнĕ чухне кирлĕ. Çĕнĕ çырав кăтартăвĕсем вĕрентĕве çĕнетес ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни шкул ачине, студента вĕрентнĕ чухне укçа-тенкĕпе нормативлă майпа усă курмалли меслетпе ĕçлеме кирлĕ. Халăх çыравĕ - патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç, кашни çыннăн обществăри тивĕçĕ. Эпĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕсене, хуçалăх ер- тỹçисене, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене, халăх çыравне ирттерме хутшăнакансене çак ĕçе тивĕçлĕ шайра, йĕркеллĕ, вăхăтлă, саккунпа килĕшỹллĕн тĕрĕс пурнăçлама чĕнсе калатăп, çырав çỹлти шайра иртессе шанса тăни çинчен пĕлтеретĕп. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пырар! Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнма, хăвăр çинчен тулли тата тĕрĕс сведенисем пама ан манăр.