Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав йĕркеллĕ иртнĕ

13 октября 2010 г.

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕн итогĕсемпе территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Левый паллаштарчĕ. Вырăнти суйлаври сасăлава, малтанхи даннăйсем тăрăх, суйлавçăсен списокне кĕртнĕ 18134 çынран 10873-шĕ (59,9 % ) хутшăннă. Суйлавра чи пысăк активлăх кăтартакансем Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем пулнă. Унта списока кĕртнĕ суйлавçăсен 63 проценчĕ хутшăннă. 9 ял тăрăхĕн пуçлăхне, Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн 18 депутатне, ял тăрăхĕсенчи Депутатсен пухăвĕсен 103 депутатне суйланă. Л.Левый палăртнă тăрăх, суйлав лăпкă лару-тăрура, йĕркене пăснă тĕслĕхсемсĕр иртнĕ. Юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртет. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнче ертсе пыракан специалисчĕ Л.Горшкова çырава хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе пурнăçлакан юлашки ĕçсемпе паллаштарчĕ, канашлăва хутшăннисене çырава активлă хутшăнма, çак ĕçре пулăшма ыйтрĕ. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп специалисчĕ П.Тремасов Лаш Таяпа ял тăрăхне кĕрекен Шăмалак ялĕнче йĕркеленĕ санитари тасатăвĕ, территорие тирпей-илем кĕртес ĕç иртни çинчен каласа пачĕ. Канашлура çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика