Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çỹллĕ шайра иртрĕ

09 октября 2010 г.

 Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта ветеран-делегатсем кашни ялтанах пуçтарăнчĕç, пурте сумлă та хисеплĕ ватăсем - вĕсем мĕн çамрăкранах хăйсен хастарлăхĕпе, ĕçри тăрăшулăхĕпе палăрнă. Ватлăхра та пуçĕсене усмаççĕ, тăтăшах çын хушшинче пулса хăйсене канăç паман ыйтусене татса парас тĕллевпе район ертỹçисемпе, ытти яваплă çынсемпе тĕл пулса ĕçлĕ калаçу пуçараççĕ. Конференци савăнăçлă концертран пуçланчĕ. Артистсен ушкăнне тивĕçлĕ канури пултаруллă хĕрарăмсенчен йĕркеленĕ. Савăк юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклерĕ. Ветерансен канашĕн председателĕ С.Терентьева юлашки пилĕк çул хушшинче районти ветерансен обществăлла организацийĕ мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен тĕплĕн доклад туса пачĕ. Тухса калаçакансем доклада тата анлăлатрĕç. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертỹçин çумĕ В.Павлова, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Уркова ватăсене тимлĕх уйăрас тĕлĕшпе куллен туса ирттерекен ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕç. СССР халăх учителĕ П.Чернов хальхи пурнăç условийĕнче ватăсене пурăнма мĕнле çăмăллăх кỹнине палăртрĕ. - Çуртсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăннăранпа чăн-чăн ырлăхра пурăнатпăр, - терĕ вăл. П.Чернов район пуçлăхне Н.Миллина кĕске тапхăрта районти кашни яла газ илсе çитерессишĕн, район центрĕн инфраструктурине хулари пек тăвассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн ваттисен ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ. К.Леонтьева Аслă Таяпана илсе çитерекен çула çĕнĕрен асфальт сарма тытăнни пирки чарăнса тăчĕ, финанс кризисĕ хуçаланнă тапхăрта та ял нушине ăнланнăшăн район пуçлăхне тав турĕ. Г.Туманов ветеран спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Конференцие хутшăннисем унран çакăн пирки каласа кăтартма ыйтрĕç. О.Миронова ветеран ватăсен çакăн пек организацийĕ питех те кирлĕ пулнине палăртрĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса калаçни те мĕне тăрать. Çавăн пекех вăл ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председательне С.Терентьевăна, унăн иксĕлми вăй-халĕпе пултарулăхне кура, ветерансен канашĕн председателĕ пулма тепĕр тапхăра суйласа хăварма сĕнỹ тăратрĕ. Çак сĕнỹпе пурте килĕшрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçнине пурте тимлĕ итлерĕç. Вăл район халăхĕшĕн тăрăшса ĕçлени пурин куçĕ умĕнче. Н.Миллин ватăсене сума суни, хисеплени ирттерекен мероприятисене хутшăнма вăхăт тупнинчен, вĕсене тимлĕ итлеме пĕлнинчен те уççăн курăнать. Юлашкинчен ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн президиум йышне, республикăри ветерансен конференцине кайма С.Терентьевăпа П.Чернова делегата суйларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика