09 октября 2010 г.
"Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче Исемпел ялĕнче çуралса ỹснĕ Геннадий Ананьевич Захаров воин-интернационалиста асăнса мини-футбол енĕпе районти уçă турнир иртрĕ. Турнира Елчĕк енĕн 11 команди хутшăнчĕ. Вĕсемпе тупăшма кỹршĕсем - Комсомольски тата Патăрьел районĕсен пĕрлештернĕ командисем те çитнĕ. Тĕл пулусем çивĕч те хĕрỹ иртрĕç. Кашни команда çĕнтерỹçĕ ята тивĕçессишĕн тупăшрĕ. Турнирăн финалне чи ăстисем - Елчĕкри вăтам шкулăн, Исемпелпе Кавал çамрăкĕсенчен йĕркеленĕ "Олимп" спорт клубĕн тата Шăмăршăсен "Колосок" командисем тухрĕç. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕç вĕсем. "Олимп" команда Шăмăршăсене 6:4 шутпа çĕнтерчĕ, анчах Елчĕкри вăтам шкулăн командине 1:3 шутпа выляса ячĕ. Куçса çỹрекен кубокăн иртнĕ çулхи хуçисен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Хисеплĕ наградăна вара Елчĕксем тивĕçрĕç - çамрăк футболистсем Шăмăршăсене пысăк - 8:0 шутпа парăнтарчĕç. Командăна Роберт Григорьевпа Вениамин Кудряшов тренерсем хатĕрленĕ. 2002 çултанпа ирттерекен турнира йĕркелекенĕ Г.Захаровăн пиччĕшĕ - алăпа çапăçассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Ананьевич. Çулсеренех вăл ятарлă кубоксемпе медальсем, дипломсем, призсем хатĕрлет. Кăçал, акă, çĕнтерỹçĕ-командăн кашни футболисчĕ пăр çинче ярăнмалли конькисене тивĕçрĕ. Турнирта ăсталăх кăтартнă çамрăксене те палăртнă. "Чи лайăх вратарь", "Чи лайăх вылякан" ятсене Елчĕкри вăтам шкулти Алексей Патшинпа Сергей Васильев, "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Сергей Порфирьев ("Олимп"), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" тата "Чи лайăх çурма хỹтĕлевçĕ" ятсене Петр Бельцовпа Дмитрий Смирнов ("Колосок") тивĕçрĕç. Елчĕкри вăтам шкулăн командинчи Андрей Федоров хăнасен хапхине 14 мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ. Вĕсем турнир йĕркелевçин Олег Захаровăн тата Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн аллинчен кубоксем илчĕç. Çавăн пекех наградăсене пама Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвкомĕн ертỹçи Константин Портнов тата ыттисем хутшăнчĕç.