Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмалаксем пуçарулăх кăтартрĕç

09 октября 2010 г.

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен район территорийĕнчи ялсене тирпей-илем кĕртессипе тата йывăç-тĕм лартассипе кĕркуннехи уйăхлăх иртет. Шăмалакра пурăнакансем те уйăхлăха хутшăнса ялти урамсене тирпей-илем кĕртессипе темиçе кун пикенсех ĕçлерĕç. Ун хыççăн ирĕк памасăр уçнă свалкăсенчен хăтăлчĕç. "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн специалисчĕсем, вырăнти культурăпа вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшакансем те пĕрлехи ĕçе хастар хутшăнчĕç. Ялти предпринимательсем - С.Гаврилова тата И.Изекеева, ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи С.Кошкин пуçтарнă ăпăр-тапăра турттарма, ăна районти свалкăна леçме транспорт парса пулăшрĕç. Çанталăкĕ те уяр пулчĕ, çавна май ĕç кал-кал пычĕ. Пĕр-пĕрне курса ушкăнпа пуçарнă ĕçе ыттисем те йышлăн хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика