Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчене вĕрентекен пулма килнĕ

09 октября 2010 г.

Тĕнчене вĕрентекен пулма килнĕ

Пирĕн çĕр-шывра Вĕрентекен кунне çулсерен юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ытлари кун районти вĕрентекенсем Елчĕкри культура çуртне хăйсен професси уявне паллă тума пуçтарăнчĕç. Культура çурчĕн залĕ çак кун уява килнисене туллиех шăнăçтарчĕ. Вĕсем хушшинче нумай çул ачасене пĕлỹ паракан та, тин çеç вĕрентекен ĕçне суйласа илнĕ педагогсем те, ветерансем те пулчĕç. Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова, район пуçлăхĕ Н.П.Миллин, "Чăвашрегионгаз" ООО тата "Чăвашсетьгаз" ОАО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов, район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.В.Левый вĕрентекенсене саламланă май вĕсен ячĕпе нумай ăшă сăмахсем каларĕç, ĕçĕ-хĕлне пысăк хак пачĕç, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче малашне ăнăçусем, чăтăмлăх, тăнăçлăх сунчĕç. Уява йĕркелекенсем унăн программине пуян та туллин хатĕрлени аван курăнчĕ. Унта ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ ветерансене те, халĕ пĕтĕм пултарулăхне, чĕре ăшшине ачасене паракансене те, педагог ĕçне тин çеç пуçăннă çамрăксене те манмарĕç. Район педагогика династийĕсемпе пуян. Вĕсем кашни ялтах пур. Прохоровсен (Курнавăш), Комиссаровсен (Яманчỹрел), Миловидовсен (Патреккел), Сазоновсен (Кỹлпуç), Петровсен (Кушкă), Таллеровсен (Елчĕк), Захаровсен (Çĕнĕ Пăва), пурĕ 40 ытла çемье династине районта лайăх пĕлеççĕ. Уявра Кирилловсен династине чысларĕç. Вĕсен педагогика стажĕ 250 çул шутланать. Учитель ĕçне Семен Кириллович Çуткỹлĕнчи шкулта ĕçленинчен пуçланă. 1937-1972 çулсенче шкул директорĕнче, учительте ĕçленĕ. Унăн ывăлĕ, республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ Николай Семенович ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре 37 çул вăй хунă. Унăн мăшăрĕн, Галина Федоровнан, педагогика стажĕ пĕр çул çеç каярах. Кирилловсен икĕ хĕрĕ те педагог профессине суйласа илнĕ. Хăйсене чыс тунăшăн тав тунă май Галина Федоровна çапла каларĕ: "Эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манăн юратнă вĕренекенсем тата манăн ĕçе малалла тăсакансем пур". Унтан сцена çине çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ тата çирĕп воспиатни парас ĕçре нумай çул вăй хунă ветерансене чĕнеççĕ. А.А.Васильева (Аслă Пăла Тимеш), В.А.Емельянова (Ямунчỹрел), Т.М.Зайцева (Çĕнĕ Пăва), В.П.Краснова (Чăваш Тăрăм), Л.П.Макова (Аслă Таяпа), А.Н.Мижерова (Яманчỹрел), Л.С.Чернова (Шăмалак) педагогика ветеранĕсен ĕç стажĕ 34-37 çулпа танлашать. Вĕсене Л.Левый вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Кашни çулах районти шкулсен коллективĕсене çамрăк педагогсем хутшăнаççĕ. А.Г.Волков (Энтепе), И.В.Емельянова (Тăрăм), З.Ю.Михайлова (Аслă Пăла Тимеш), М.А. Михайлова (Чăваш Тăрăм) кăçал республикăри аслă шкулсене пĕтерсе учитель ĕçне пуçăннă. Вĕсене вĕрентекенсен ретне тăнă ятпа СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов саламларĕ, сĕнỹсем пачĕ. Çамрăк ăрăва пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тăвакан вĕрентекенсене хавхалантарма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн К.С.Мифтахутдиновăн тата район пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн премийĕсене çирĕплетнĕ. К.С.Мифтахутдиновăн премийĕсене С.В.Голубева (Кушкă), С.В.Долгов (Елчĕк), Г.Ю. Елисеева (Аслă Пăла Тимеш), Е.З.Морозова (Елчĕк), И.Н.Павлова (Лаш Таяпа), Н.П.Миллинăн премийĕсене В.В.Карчиков, Н.А. Карчикова (Çирĕклĕ Шăхаль), С.О.Кудряшова, О.В.Викентьева (Çĕнĕ Пăва), В.З.Афанасьев (Аслă Елчĕк), В.А.Николаев (Елчĕк), Р.Н.Григорьев (ДЮСШ), С.И.Карамаликова (искусство шкулĕ), В.И.Тимофеева ("Солнышко" ача сачĕ) педагогсем тивĕçрĕç. Халăха вĕрентес ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăна ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова район пуçлăхне Н.П.Миллина, С.А.Ивановăна (Çĕнĕ Пăва), Т.Ф.Сусметовăна (Кивĕ Эйпеç) пачĕ. Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ тата наука министерствин Хисеп грамотисене Ф.А.Горелова (Аслă Елчĕк), В.А.Емельянова (Яманчỹрел), Т.Н.Сергеева (Аслă Пăла Тимеш), А.Н.Чермаков (Кивĕ Эйпеç) педагогсене парса чысларĕç. Нумай вĕрентекен район пуçлăхĕн, республикăри Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин, районти вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн, профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Уяв культура работникĕсен, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен концерчĕпе вĕçленчĕ. 

Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем. Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика