Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем капăрлансах пыраççĕ

06 октября 2010 г.

"Елчĕк ен" хаçата вуласа район центрĕнче, ытти ялсенче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллашсах пынă май манăн çакна калас килет - юлашки çулсенче ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне тата та улшăнчĕ, урамсем тикĕсленсе капăрланчĕç, кашни ялах асфальтлă çулпа çитме пулать. Хальхи вăхăтра вара ялсен хушшинчи çулсене çĕнĕрен хывассипе е пуррисене тĕпрен юсассипе тимлеççĕ. Маларах каланă сăмахсене тĕслĕхпе çирĕплетнĕ май, Елчĕк ял тăрăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăрам. Халăхăн пурнăç шайне кунран кун лайăхлатас тĕллеве мала хурса ĕçлет ял тăрăхĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртессипе уйрăмах тăрăшни ырă çимĕç парать. Ку енĕпе пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетсе 2008 тата 2010 çулсенче ял тăрăхĕ "Ял тăрăхĕсен территорийĕсене симĕслетесси, тирпей-илем кĕртесси" республика шайĕнчи конкурсра 2-мĕш вырăна тухни, çавна май ял тăрăхĕсене малалла та чечеклентерме паракан тĕллевлĕ укçа-тенке çĕнсе илни пысăк çитĕнỹ. Вăл вара çăмăлпа килмест, уншăн чылай тар тăкмалла. Чи малтанах ял тăрăхĕн территорийĕнче саккунсăр майпа пуçтарăннă çỹп-çап куписенчен хăтăлма, ялсен урамĕсене тирпей-илем кĕртме тивнĕ. Çавăн пекех ял урамĕсене тирпейлессипе çанă тавăрсах ĕçленĕ. Уйрăм хуçалăхсенче пуçтарăнакан çỹп-çапа Елчĕкри свалкăна турттарассине кашни ялтах йĕркелени те ĕçе чылай çăмăллатать. Паянхи кун халăх кил-тĕрĕшĕнче пуçтарăнакан çỹп-çапа çывăхри çырма-çатрана мар, кашни эрнере палăртнă кун ялсене килекен ятарлă автомашина енне йăтса утать. Ял тăрăхĕсене аталанма май паракан тепĕр конкурс вăл - "Конкурс по компактной застройке села". Çак конкурсра мала тухса ял тăрăхĕ 16 миллион тенкĕ çĕнсе илме пултарнă. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕ (ăна хальлĕхе йăлтах куçарса паман-ха) халăхăн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе тăкакланнă май ялсем палăрмаллах улшăнчĕç. Элекçей Тимеш ялĕнчи клуба, фельдшер пунктне, Патреккелĕнчи "Илем" ача садне тĕпрен юсанă. Элекçей Тимеш ялĕнче хытă сийлĕ çул тума пуçăннă. Çул-йĕр тенĕрен, Елчĕк ялĕнчи Юбилей тата Совет урамĕсенче халăха автотранспортран хăрамасăр лăпкăн та канлĕн утма тротуар тунине палăртса хăварас килет. Тротуар айккине саксем тата çутăсем вырнаçтарни меллĕ, йывăç-тĕм лартса хăварни чуна çĕклентерет. Çул-йĕр ыйтăвĕ Тỹскел ялĕшĕн те çивĕч тăратчĕ. Ял урамне 300 метр вак чул сарнăран паянхи кун пылчăк çăрăлмасть. Масарсене, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене халалласа лартнă палăксене тирпейлĕхре тытассипе, кĕперсене пăхса-юсаса тăрассипе, Раççей, республика шайĕнчи программăсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырассипе ĕçлесе пыраççĕ. Пурнăçланă ырă ĕçсен шучĕ çук: Элекçей Тимеш ялĕнче иртнĕ çул палăка çĕнĕрен тунă (кунта "Прогресс" хуçалăх та пысăк пулăшу панă), ытти ялсенчи палăксене тĕпрен юсанă, Патреккелĕнче тĕслĕхлĕ клуб уçнă, Акчел тата Елчĕкри автовокзал çумĕнчи çуран каçса çỹремелли кĕперсене çĕнĕрен тунă, Ĕнелпе Тỹскел ялĕсен хушшинчи кĕпере юсанă, Акчел ялĕ çумĕнче автобудка вырнаçтарнă. Халăха шывпа, çутăпа тивĕçтерессипе те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ ял тăрăхĕнче. Сăмаха вĕçленĕ май манăн çакна палăртас килет. Ĕç кал-кал пырасси, пурнăç малаллах аталанасси ял тăрăхĕн работникĕсем шаннă ĕçе вăхăтлă та кирлĕ пек пурнăçлама пултарнинчен, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен чылай килет. Елчĕк халахĕ вара нихăçан та ĕçлеме ỹркенмест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика