Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă панă пултарулăх

29 сентября 2010 г.

Район хаçачĕн кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче пичетленсе тухнă "Романовсем - ял учителĕн сумĕ" статья иртнĕ вăхăтăн тĕрлĕ пулăмĕсене аса илтерсе тарăн шухăша путарчĕ. Манăн та çак пĕр тăвансенчен пĕрин пирки - Борис Романович Романов çинчен хушса калас килчĕ. Мĕншĕн тесен вăл маншăн шкулти пĕрремĕш вĕрентекен кăна мар, пурнăçри вĕрентекен те пулнă. Аса илỹ çăмхине сỹтнĕ май иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсене таврăнатăп. Патреккелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта физика урокĕ пырать. Практика ĕçне пурнăçлатпăр. Кăранташ çине çỹхе пралук йăваласа йăваланин сарлакăшне виçсе тата миçе çаврăм тунине шута илсе çỹхе пралукăн хулăнăшне тупатпăр. Ку вăхăтра вĕренекенсем хушшинче "космос", "атом", "транзистор" сăмахсем анлă сарăлнăччĕ. Эпĕ те, ытти юлташсем пекех, килте детекторлă радиоприемник пуçтарма юрататтăм. Транзистора пула радиоприемникăн калăпăшĕ те темиçе хут чакнине те чухлатпăр. Борис Романович вара пире кăранташ çине пралук йăвалаттарать, радио та çакăнтан пуçланать тесе ăнлантарать. Эпĕ вара, хамăн айван пуçăмпа, мĕне кирлĕ-ха ку тесех практика ĕçне пурнăçлатăп. Кайран кăна, самай вăхăт иртсен, педагогăн тарăн шухăшне ăнланса илтĕм. Ун чухне пирĕн, ялти ачасен, çỹхе пралуксен хулăнăшне виçме микрометрсем пулман. Вăл пире çак ĕçе микрометрсăр пурнăçлама вĕрентнĕ. Радио ĕçĕнче вара çỹхе пралук хулăнăшне диаметрпа пĕлмесĕр пĕр катушка та йăвалама çук. Борис Романович радио ĕçне питĕ юратнă. Çавăнпах ачасем тарăн пĕлỹ илччĕр тесе ăнтăлса радио кружокне йĕркеленĕ. Петр Блинов, Юрий Енейкин, Владимир Кузнецов, Владимир Лазарев тата эпĕ хаваспах çỹреттĕмĕр унта. Киле тĕттĕмре çеç таврăнаттăмăр. Тепĕр чухне хырăм шутсăр выçса çитетчĕ. Пĕрле вĕреннĕ Петр Блинов, шкултан çывăхра пурăннă май, килте пĕçернĕ çăкăр илсе каçатчĕ. Мĕнле тутлăччĕ вăл ун чухне... Халĕ шухăша каятăп та, тĕлĕнетĕп. Çав вăхăтра пирĕн вĕрентекен шкул директорĕ пулнă-çке. Ун çинче хуçалăх ĕçĕсем те "çакăнса" тăнă. Çапах та нихăçан та палăртнă кружок занятийĕ иртменни пулман. Борис Романович уроксенче физика законĕсене пурнăçра ăçта тата мĕнле усă курмаллине тĕплĕн, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе вĕрентетчĕ. Вăл васкамасăр, лăпкăн та ĕнентерỹллĕ каласа пани халĕ те куç умĕнчен каймасть. Елчĕкри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пурнăç кустăрми тепĕр хут тăван шкула илсе çитерчĕ. Физика кабинетĕнче лаборант пулса ĕçлеме тỹр килчĕ. Борис Романович ун чухне те шкул коллективне ертсе пыратчĕ. Малтанлăха тĕрĕслесе пăхмалла тĕрлĕ ĕçсем паратчĕ мана. Марков Алексей пиччепе (çапла чĕнме хушатчĕ вăл) шкулти картлашка айĕнче пỹлĕм турăмăр. Алăкне те питĕрĕнмелле ăсталарăмăр. Кунтах тĕрлĕ приборсем вырнаçтартăмăр. Çĕнĕ пỹлĕмре приборсене уроксем валли хатĕрлеттĕмĕр, юсаттăмăр. Борис Романович урока каяс умĕн кашни прибора хăй аллипе тĕрĕслесе пăхмасăр илместчĕ. Кашни кăлтăк çине тĕплĕн çаврăнса пăхма хушатчĕ. Хăш-пĕр чухне мана приборсене пуçтарма пулăшмалла хăйĕн урокĕсене илсе каятчĕ. Унăн урокĕсенче ачасем шăп-шăпăрт ларатчĕç. "Шăна вĕçни илтĕнет", - тетчĕç вĕренекенсем. Çак шăплăхра юратнă вĕрентекенĕн лăпкă сасси кăна илтĕнетчĕ. 1967 çулхи çĕнĕ çул умĕн шкул "КПШ" маркăллă кинопроектор туянчĕ. Борис Романович мана та уроксем пĕтнĕ хыççăн хăйĕнпе пĕрле кинопроекторпа ĕçлеме вĕрентме хăваратчĕ. Çĕнĕ аппарата тĕплĕн тĕрĕслесе пăхса тухрăмăр. Часах тĕрлĕ предметпа кинофильмсем кăтартма пуçларăмăр. Киноаппарат лайăх ĕçлет, куракансене савăнтарать. Пĕрремĕш чĕрĕк хыççăн çапла ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулать. Ун хыççăн кино кăтартаççĕ тесе пĕлтерỹ те çакса хунă. Юри тунă тейĕн, кино аппарачĕ çĕмĕрĕлчĕ. Борис Романовичпа уроксем хыççăн ăна çур çĕр иртиччен юсарăмăр. Çакăнта ăста педагог шкул директорĕ кăна мар, опытлă слесарь пулнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Чăтăмлăхĕ пысăкчĕ, ĕçе вĕçлемесĕр ниçталла та пăрăнмастчĕ. Вăл каланă сăмахсем халĕ те асра. "Пĕлмен агрегата юсанă чухне тỹрех ан салат, малтан шутла, тĕрлĕ вариантсем илсе пăх", - тесе вĕрентетчĕ вăл тăтăшах. Унăн пурнăç урокĕсене нихăçан та манаймăн. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ лайăх иртрĕ. Ун хыççăн кино та кăтартрăм. Çапах та аппарат çине пăхса, вĕрентекен сăмахĕсем пуçран тухмарĕç: ан васка, шутласа ĕçле... Борис Романовича аса илнĕ май унăн мăшăрĕ куç умне тухса тăрать. Вера Сосипатровна пире чăваш чĕлхине хисеплеме, ăна юратма вĕрентетчĕ. Мĕншĕн тесен вăл атте-анне чĕлхи! Нихăçан та манас çук вăл: "Икĕ чĕлхе пĕлекен икĕ пурнăç пурăнать", - тесе каланине. Ĕмĕрне те асран тухмĕç вăл пире "Кăра çилсем" кĕнекери сыпăксене вуласа пани. Мĕнле хитре, чарăнуллă сасăпа вулатчĕ-ха вăл. Уроксем пĕтнĕ хыççăн мĕн киле çитиччен сỹтсе яваттăмăр вара кĕнекене тата вĕрентекенĕн илемлĕ те ăслă калаçăвне. "Сехет шаккать, йĕпписем куçаççĕ", - теççĕ халăхра. Çапла сисĕнмесĕрех шкул вăхăчĕ те, çамрăклăх та иртсе кайрĕ. Пĕрле вĕреннĕ ачасем, хам пекех, утмăл çул урлă каçрĕç. Нумай вăхăт иртнĕ пулсан та хамăра вĕрентнĕ учительсем - Борис Романовичпа Вера Сосипатровна Романовсен сăнĕсем куç умĕнчен каймаççĕ. Вĕсем маншăн кăна мар, пĕрле вĕреннĕ юлташсемшĕн те пурнăçри маяксем пулса тăчĕç. Эпир, вĕсен вĕренекенĕсем, хăйсен ĕçне юратса пурнăçланă хаклă çынсем умĕнче ĕмĕрхи парăмра. Тавах Турра, пирĕн пурнăç çулĕ çинче çакăн пек вĕрентекенсем пулнишĕн, пире вăрăм ĕмĕр сукмакĕ тăрăх тĕрĕс утма вĕрентнĕшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика