Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ чăваш йăхне тăсатăп..."

29 сентября 2010 г.

- Кукамай, я сĕт хочу... - Часах паратăп, ыльăм. Маму халь кăна ĕне сума тухрĕ. Часах ăшă сĕтпе пулка çитеретĕп. Çакăн пек е çакăн евĕрлĕ чăвашла-вырăсла калаçусене халĕ Шупашкарта кăна мар, Елчĕкре те çине-çинех илтетпĕр. Хулари шкулта вĕренекен, садике çỹрекен ачасем кăна мар, ялтан тинтерех кăна хулана кайнă ывăл-хĕрĕсем те тăван килне таврăнсан çапларах калаçни сайра мар пулать. - Ара, калаçчăрах. Хăйсен ирĕкĕ, - теме пăхаççĕ нумайăшĕ çакăн пирки сăмах пуçарсан. Пĕр енчен, тĕрĕсех пек те ĕнтĕ. Анчах хамăрăн атте-анне, асатте-асанне ĕмĕрлĕхе парнеленĕ чăваш чĕлхине, Раççейри кăна мар, тĕнчери чи ватă тата сумлă чĕлхене хисеплесси пирки пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех манса пыни шухăша ярать. Паллах, "чĕлхе çỹп-çапĕ" ĕмĕртенпех пулнă. Ĕлĕкрех, чăваш çырулăхне те шутласа кăларман чухне, пĕр-пĕр районта е чăвашсем ытларах пурăнакан вырăнта кашни ушкăнах хăйне евĕрлĕрех калаçнă, пĕр-пĕринпе хутшăннă вăхăтра тĕрлĕ чĕлхери сăмахсемпе тăтăшах усă курнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн варрисенче, совет халăхĕ йĕркелесси патшалăх политики пулнă вăхăтра вара, вырăс мар çынсем хăйсен чĕлхинчен ютшăнма тытăннă. Çавна пулах пирĕн енче те, ытти çĕрти пекрех шухăшсем çуралнă: "Чăваш чĕлхи вăл Канашран иртсенех кирлĕ мар..." Анчах çĕр-шыва çĕнетнĕ май иртнĕ реформăсем, демократи юхăмĕ чĕлхешĕн ют шухăш-каларăшсене тĕппипех сирсе ывăтрĕç. Социализмла Чăваш Совет Республикинчен чăн-чăн Чăваш Патшалăхĕ туса хуни, çав никĕс çинче чĕлхесем пирки уйрăм Саккун йышăнни чăвашлăха упрамалли тата аталантармалли анлă майсем уçса пачĕç. Шел, хальлĕхе унăн усси туллин палăрсах каймасть. Сăлтавĕ - пиртен чылайăшĕ хамăр несĕлсем, тăванăмăрсем парнеленĕ тăван чĕлхе пуласлăхĕ, управĕ пирки пăшăрханма, "çунма" хăнăхманни. Çавна пулах тулли чăваш çемйинчех (ашшĕ-амăшĕ тата ытти те чăвашсем пулсан та) вырăс ачисем çитĕнеççĕ. Шупашкарта кăна мар, хамăр Елчĕкре те кантурта ларакан хăш-пĕр чиновниксем хăйсем патне пыраканпа "Я не понимаю, говорите по-русски" сăмахсемпе йышăнаççĕ. Шăпах вĕсене тата вĕсем пеккисене пула пурăнакансенчен 97 проценчĕ чăваш пурăнакан районта та чăваш чĕлхи тулли хуçа пулса тăраймасть. Тĕслĕхсем-и? Темĕн чухлех вĕсем. Мĕнле те пулин лару е пуху протоколĕсенчен çурри ытла вырăсла. Е тата айăпа кĕнĕ çынран ăнлантару илнĕ е ун пирки гражданла яваплăх пирки е уголовнăй ĕç пуçарнă чух та хутсене тăван чĕлхепе çырмаççĕ. Кайран вара карчăк-кĕрчĕксем унта мĕн çырнине тĕплĕн тата тĕрĕс ăнланманнипе нушаланаççĕ. Ку çеç те мар. Чăваш ялĕнче, уйрăмах Елчĕкре пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри официаллă майпа хăйне "чăваш" теме те именет. Иртнĕ халăх çыравĕнче, унчченхипе танлаштарсан, районта чăвашсен йышĕ (халăх шучĕ пирки урăх калаçу) палăрмаллах чакнă. Чăн та, национальность пирки хăй кам иккенне пытаракансем е тĕрĕссине кăтартма вăтанакансем Елчĕк тăрăхĕнче (тĕрĕссипе кунта нумаях мар вĕсем) кăна мар. Ытти ял-хуласенче йышлăрах та. Раççей регионĕсенчи тата тĕнчери чăвашсем те хăйсен нацилĕхĕпе, чăваш пулнипе тивĕçлипе мăн кăмăллансах каймаççĕ пулас. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ икĕ çырав хушшинче эпир чылай чакнă. Тен, çакна шута илсе ĕнтĕ, пире, хамăр йышпа Раççейре тăваттăмĕш вырăнта тăратпăр пулсан та, пĕтекен чĕлхеллĕ халăх тесе шутласшăн. Çав вăхăтрах çĕнĕ Президентăмăр Михаил Игнатьев та, Чăваш Наци Конгресĕпе тăван Правительство та, ытти регионсенчи Чăваш наци автономийĕсем те чăвашлăха упрас тата аталантарас енĕпе пикенерех ĕçлени сисĕнет. Апла пулсан, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур! Эпир, хамăр тăрăшсан, тăван чĕлхене хаклама пĕлсен тата ăна сыхласа хăварас тĕлĕшпе çине тăрсан, хальхи ĕмĕрте кăна мар, малашне те сыхланса юлас шанчăк никĕсĕ çителĕклех! Çакна çирĕплетме хальхи саманара майсем сахал мар. Акă, кĕçех çĕр-шывра халăх çыравĕ иртет. Апла-тăк пиртен кашниех унта хăй чăваш иккенне çирĕплетмеллех. Хутăш наци çемйинчисем те ку енĕпе хăйсен хăюлăхне кăтартмалла. Чăваш Республикинче пулса чăваш пуласси хисеплĕ те ырă тивĕç пулнине асра тытмалла. Пĕтĕмлетсе каласан, кăçалхи юпа уйăхĕнче иртекен çырав, пур ыйтусене те туллин хурав парса, Раççейĕн малашлăх экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн çул-йĕрне палăртмалли никĕс кăна мар, нацисен, пирĕншĕн пулсан Чăвашлăхăн шăпине уçăмлатмалли пысăк май пулса тăрать. Пирте, кашнийĕнчех, "Эпĕ чăваш йăхне тăсатăп" туйăм яланлăха юлни паха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика