Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мероприятисене хутшăнатпăр

29 сентября 2010 г.

Юлашки çулсенче культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне çỹллĕ шая çĕклессипе ялсенче нумай тăрăшаççĕ. Кăшт маларах çеç-ха ялти вулавăшсем "тĕслĕх" ята тивĕçнĕччĕ. Чăваш Ен Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен "Указне пурнăçласа культура çурчĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Мĕн каламалли, чылай çĕрте культура çурчĕсем юхăнма тытăннăччĕ. Халĕ вĕсене çĕнĕ сăн çапрĕ, пурлăх никĕсĕ палăрмалла çи-рĕпленчĕ. Çĕнĕрен чĕрĕлекен культура вучахĕсем халăхăн кăмăл-сипетне тата ăс-хакăлне пуянлатмалли информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç. Пирĕн ялти культура вучахĕ унччен те начаррисен йышĕнче пулман. Халĕ вара хамăр тăрăхри чи хитре те илĕртỹллĕ, халăха хăй патне туртакан çурт пулса тăчĕ. Çамрăксем çеç мар, ватти-вĕтти те хăйне интереслентерекен кружока çỹрет унта. Ыт ахальтен мар Курнавăшсем районти конкурс-фестивальсенчен пăрăнмаççĕ. Культура ĕçченĕсем ял хĕрарăмĕсене мероприятисене хутшăнтараççĕ. Пĕрре килесси çеç - пушă вăхăт тупăнсанах унта çỹреме пуçлатпăр. Çу уйăхĕсенче çеç ял хĕрарăмĕн клуба тухма вăхăт çитмест. Хĕл кунĕсенче килти телевизор умĕнче çеç лармастпăр. Ял çыннисен пултарулăхне ỹстерес тĕллевпе культработниксем çанă тавăрса ĕçленипе эпир питĕ кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика