Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕплĕн тишкереççĕ

29 сентября 2010 г.

Пирĕн районта 130 суту-илỹ точки. Кашни лавккан сентрисем йăтăнса анасла лараççĕ. Мĕн кăна çук-ши унта? Енчĕкỹ тулли пулсан паян хăвна кирлĕ кирек мĕнле апат-çимĕçе те туянма пулать ял лавккисенче. Анчах сахал ĕçлесе илекенсем, ватăсем тутлине туянасси çинчен шухăшламаççĕ, вĕсене куллен кирлĕ таварсен хакĕсем ан "çыртчăр". Районти суту-илỹ рынокĕнчи хаксене пăхса тăрас тĕлĕшпе ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министерствин ĕçне шута илсе район пуçлăхĕ кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 160-мĕш номерлĕ хушу кăларнă. Унта суту-илỹ рынокĕнче халăха куллен усă куракан апат-çимĕç таварĕсен эрнери мониторингне ирттермеллине палăртнă. Районти мĕн пур лавккари хаксене тỹрех пăхса тухайманран, 7 лавккан хакĕсене кашни эрнерех тишкеретпĕр. Елчĕкри "София", "Мускат", "Акатуй", "Родник", "Арбат", Шăмалакри "Катюша", Яманчỹрелĕнчи А.Ефимов лавккисенчи апат-çимĕç хакĕсемпе тĕплĕн паллашрăмăр. Иртнĕ эрнере вĕсенче 600 грамм таякан хура çăкăр 14 тенкĕпе, 700 грамли _ 14 тенкĕ те 37 пуспа, 400 грамлă батон 13 тенкĕ те 42 пуспа, тулă çăнăхĕн 1 килограмĕ 17 тенкĕ те 50 пуспа, çу хисепĕ 3,2 процентлă пастеризациленĕ 1 литр сĕт 29 тенкĕпе, çу хисепĕ 20 процентлă çур литрлă хăйма 39 тенкĕ те 25 пуспа, 1 кг услам çу (хамăр çĕр-шывра кăларни) 158 тенкĕ те 75 пуспа, çу хисепĕ 2,5 процентлă çур литр кефир 15 тенкĕ те 20 пуспа танлашнă. Çак апат-çимĕçсен хакĕсем эрне хушшинче ỹсмен. Тип çу хакĕ вара палăрмалла хăпарнă. 1 литрлă тип çу 40 тенкĕрен 55 тенкĕ те 60 пуса çитнĕ. Районти лавккасенче ытларах Шупашкарти çăкăра сутаççĕ. Юлашки вăхăтра Яманчỹрелти, Шăмалакри суту-илỹ точкисенче Елчĕкре пĕçерекен çăкăр-булка изделийĕсем курăнни савăнтарать. Хаксен мониторингне эрнере пĕрре пĕтĕмлететпĕр. Унпа район администрацийĕн "ценовая информация" баннерта паллашма пулать. Çакна та палăртмалла: районта куллен усă куракан апат-çимĕç хакĕсене тивĕçсĕр ỹстерсе янă тĕслĕхсене тĕрĕслесе тăма ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Çавна май суту-илỹ точкисенче тăтăшах пулатпăр, таварсен хакĕсемпе интересленсех тăратпăр. Хăйсен тăрăхĕсенчи лавккасенчи хаксене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те тĕплĕн тишкереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика