29 сентября 2010 г.
"Единая Россия" партин регионсенчи уйрăмĕсен Регионсен хушшинчи "Атăл тăрăхĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ. 2010-2012 çулсем валли программа" конференцинче çĕкленĕ çивĕч ыйтусем пирĕншĕн ют мар. Конференцире палăртнă ыйтусем пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пыраççĕ? Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр хаçат вулаканĕсемпе ертỹçĕсенчен : Л.ЛЕВЫЙ, район пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи: - Ултă секципе ĕçлесе 55 проект пăхса тухнă май конференцире экономикăна тата социаллă тытăма модернизацилессипе çыхăннă чылай ыйтăва хускатрĕç. Çак çĕр-шыв шайĕнчи конференцире пирĕн малашлăх - шкул çулне çитмен чи-чи çамрăк ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин ача сачĕсенче вырăнсем çитменни пирки пăшăрханни уççăн курăнчĕ. Хăй сăмахĕнче вăл çак ыйту пĕрлехи йывăрлăх пулнине, ăна паян темиçе мелпе татса пама пулнине палăртрĕ. Пĕрремĕшĕ - демографи лару-тăрăвĕ чаплах мар чухне ача са-чĕсенчен чылайăшĕн профильне улăштарса сутнă çурта каялла тавăрасси. "Анчах та çапла тума яланах май килмест. Чылай çурта темиçе хут та сутнă ĕнтĕ. Иккĕмĕш мел - çĕнĕ садиксем хăпартасси. Çакăнпа пĕрлех çĕнĕ меслетсене - çемье е коллективлă ача сачĕсене - пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Анчах та кунта администраци чăрмавĕсем пур. Çапах чи малтан строительство пуçламалла. Ку вăл муниципалитетсен ĕçĕ, эпир те пулăшма тăрăшăпăр. Тĕслĕхрен, строительство секторне аталантарса", - терĕ премьер-министр хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ май. Асăннă ыйту пирĕн районшăн та çивĕч. Шкул ỹсĕмĕчченхи шăпăрлансене ача садне çỹреме май туса парас тĕллевпе районти чылай шкул çумĕнче ача сачĕсем уçăлчĕç. Çак кунсенче вара унччен хупăннă ача сачĕн çуртне (унта вăхăтлăха ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ вырнаçнăччĕ) çĕнетсе тепре хута яма май килчĕ, çак тĕллеве пурнăçлама район бюджетĕнчен 3200 пин тенкĕ уйăрнă. Танлаштарса пăхсан çакă паллă: 2006 çулта шкул ỹсĕмĕчченхи ачасен 26 проценчĕ анчах ача са-чĕсене çỹреме пултарнă пулсан, халĕ вĕсенчен 60 проценчĕ ача садне çỹрет. Е.МИХАЙЛОВА, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти политканашĕн секретарĕ: - Халăхшăн тепĕр çивĕч ыйту вăл - пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ. Кивелме пуçланă çурт-йĕрсене çĕнетес, ишĕлес патне çитнĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарас ĕçе малалла тăсас ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç конференцире. Ку енĕпе пирĕн районта та ĕçсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Темле йывăр тата кăткăс пулсан та палăртнă тĕллеве пурнăçламаллине каларĕ В.Путин. "Эпир пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан ăна хыпкаланмасăр, кăшкăрмасăр тĕплĕн тăватпăр - çапла майпа сăрт-тăва та вырăнтан куçарма пулать", - тени ĕçе шанчăклăн пуçăнма май парать. Ăнăçлă аталану - пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленинче. Л.ИВАНОВА, вулакан: - Кăçалхи шăрăх çанталăк кỹнĕ сиен пирки те асăнмасăр иртмерĕç çĕр-шыв аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакансем. Федерацин Атăлçи округĕ çакна пула тыр-пулăн çурринчен ытларах пайне çухатнă. Çапах та çĕр-шывра тыр-пул çителĕклине палăртрĕ В.Путин, халăх нушипе усă курса апат-çимĕç рынокĕнче спекуляцие вăй илме памалла маррине асăнчĕ. Ку енĕпе районта та ăнăçлă ĕçлессе, хаксене тĕрĕслессипе йĕркеленĕ ятарлă комисси ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пырасса шанас килет. Çул-йĕре çĕнетсе юсас ĕç те районта ăнăçлă пырать. Ун пирки "Елчĕк ен" ĕçченĕсем хаçат страницисенче çутатсах тăраççĕ. Çак кунсенче "Воддорстрой" ООО Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç хушшинчи çула тĕпрен юсанине пĕлтĕмĕр. Хальхи вăхăтра Аслă Таяпапа Шуршу, Елчĕкпе Комсомольски ялĕсен хушшинчи (Комсомольски пăрăнчăкĕнчен пуçласа Елчĕк районĕн чиккине çитиччен) çулсене юсаса çĕнетес ĕç пыни те чуна савăнтарать. Эппин пурнăç малаллах каять.