Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттерсенче ăшă пулĕ

29 сентября 2010 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Вырсарни кун район центрĕнче "Нацисен кросĕн" чупăвĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ỹсĕмри 1000 ытла çын хутшăннă. Сывă пурнăç йĕркине йăлана кĕртме пулăшакан массăллă стартсенчен пĕрне чылай коллектив йышлă ушкăн илсе килнĕ. Яманчỹрелти сельхозхиминче ĕçлекенсем, сăмахран, 30-ăн старта тухнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприятисемпе организацисенчен хĕвеллĕ те илĕртỹллĕ кун чупăва килмен. "Нацисен кросĕ" районта мĕнле иртни çинчен район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тĕплĕн паллаштарчĕ, хак пачĕ. Çавăн пекех вăл Ваттисен кунне, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарса килет. Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ И.Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх нумай хваттерлĕ çуртсен хваттерĕсене уйрăммăн хутса ăшăтассине йĕркелесси вĕçленсе пырать. Тĕп больницăна, шкулсемпе шкул çулне çитмен учрежденисене те ăшă парса тăма хатĕрлесе çитернĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков кĕрхи уй-хир ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çĕр улмине пуçтарса кĕртесси çак кунсенче вĕçленет. Кĕрхи çĕртме сухи тăвассине, 6 хуçалăхсăр пуçне, пурнăçланă. Район пуçлăхĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăхра та çĕртме сухине туса пĕтермеллине аса илтерчĕ. "Яманчурино" ОООра, "Победа" ОООра куллен кашни ĕнерен 20-19 килограмм сĕт сăваççĕ пулсан, "Кушкă", "Аранчеево" хуçалăхсенче 9-8 килограмран иртмест. Ертỹçĕсем çакăн сăлтавне апат сахаллипе ăнлантарма тăрăшнине вĕсем ĕçе йĕркелеме пĕлменнипе çеç ăнлантармалла. Районти тĕп эколог П.Тремасов маларах Яманчỹрел ялĕнче хăтлăха тытса тăрассине, тирпей-илем кĕртессине тĕрĕсленĕ. Çакăн хыççăн ялта ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Канашлура ăна видеопроекторпа кăтартрĕç. П.Тремасов кĕркуннехи тапхăрта йывăç лартас ыйтăва та хускатрĕ. Вăл çак шухăша палăртрĕ: йывăçсене лартмалла, анчах шăварса, пăхса тăмалла. Унсăрăн усси çук. Ячĕшĕн пурнăçланă ĕç никама та кирлĕ мар. Федерацин регистраци службин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Патăрьел тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен пайĕн ертỹçи А.Воробьева çурт-йĕре, çĕре регистрацилесси çинче чарăнса тăчĕ. Районта çак ĕç тивĕçтермест. А.Воробьева ял тăрăхĕсен ертỹçисене регистраци йĕркине халăха ăнлантарса парас ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалистне О.Никифоровăна юбилей ячĕпе саламларĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика