Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур ачасем

25 сентября 2010 г.

Хальхи вăхăтра çитĕннĕ çынсем те чылайăшĕ ĕçлемесĕр килте лараççĕ: пĕрисем ĕç тиркеççĕ, теприсен кахалĕ пысăк пулĕ. Ĕçлеме ỹркенмен çыншăн вара яланах ĕç тупăнать, хăш-пĕр ачасем те хаваспах ĕçе кỹлĕнеççĕ. Аслă Елчĕкри маттур ачасене аслисен умĕнче ятран палăртса хавхалантарас килет. Илья Чернов, Федя Катин, Артур Райков, Максим Свиягин тата Ваня Кантеев 3 çул каяллах (вĕсем ун чухне 5-6-мĕш классенче анчах вĕреннĕ) çуллахи каникул вăхăтĕнче Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ферминче сысна кĕтĕвĕ кĕтрĕç. Вĕсене çак ĕç питĕ килĕшнĕ ĕнтĕ, çавăнпах кашни çул сыснасене юратса пăхрĕç. Кăçал çу кунĕсем ытла шăрăх тăчĕç, паллах, ачасене яра куна хирте ирттерме çăмăл пулмарĕ. - Апла пулин те вĕсем ỹпкелешсе калаçмарĕç, хăйсем пикеннĕ ĕçĕн вĕçне тухрĕçех, шкула каймалла пуличчен те кĕтỹрен пăрахмарĕç, - каласа кăтартать ферма заведующийĕ Геннадий Афанасьев. Вăл ачасен ĕçне кулленех тĕрĕслесе тăнă, вĕсемпе питех те кăмăллă пулнă. Пĕлỹ кунĕнче ĕçчен ачасене хуçалăх ертỹçи Валерий Падуев шкула пырсах пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Хисеп хучĕсемпе пĕрле парнесем парса хавхалантарни ачасен чунĕсене тата ăшăтнă. Ĕç çынна илем, хисеп кỹнине тепĕр хутчен ăнланчĕç вĕсем. Тăрăшуллă, пултаруллă ачасем ĕç хыççăн та вăхăта усăсăр ирттермен. Футболла вылянă, ытти спорт вăййисенче тупăшнă. Илья Чернов, тĕслĕхрен, пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹреме тытăннă. В.Чернов, Г.Адюков тренерсем хавхалантарнипе Илюш çак çулсенче хăйĕн спортри ăсталăхне нумай ỹстерчĕ. Аслă Елчĕкре, каярахпа республика шайĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнчĕ. Илюш хоккейла выляма та ăста, вăл хоккей хапхин шанчăклă хỹтĕлевçи. Нумаях пулмасть Илюш 14 тултарчĕ, аллине паспорт илчĕ. Пултаруллă ачан çулĕ яланах такăр пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика