25 сентября 2010 г.
"Эмметево" сахал яваплă юлташлăх директорĕ Юрий Михайлович Лапшин ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçин вырăнне ăнсăртран йышăнман. Мĕншĕн тесен ĕçри ăсталăхпа хăнăхăва вăл мĕн çамрăкранах ял хуçалăх производствинче ĕçлесе туптанă. Пĕр сăмахпа, унăн пĕтĕм кун-çулĕ тăван ялăн нуши-савăнăçĕпе çыхăннă. Выльăхсен "чĕлхине" ăнланакан, вĕсене юратса пăхма та пĕлекен Юрий Лапшин хăйĕн пулас профессийĕ пирки малтанах тĕплĕн шутласа хунă. Выльăх-чĕрлĕхе сывататăп, зоотехник пулатăп, тенĕ вăл. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн нумай шухăшласа тăман, çийĕнчех Патăрьелĕнчи ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕне кайса кĕнĕ, малтанласа ветеринар пулма çирĕп тĕв тытнă. Пирвайхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ хыççăн тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Салтак служби вĕçленнĕ хыççăн 1975 çулта тăван яла таврăннă, ятарлă пĕлỹ илнĕ яш каччăна темиçе кунранах ун чухнехи "Знамя" колхозăн Кармалти сысна фермине заведующи пулма çирĕплетеççĕ. Иксĕлми вăй-халлă çамрăк вăтам сыпăкри ертỹçĕ пулса ĕçленипе пĕр вăхăтрах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн зоотехник ĕçне пикенет. Юрий Михайлович хăйĕн тивĕçне пĕлсе пурнăçланине çав çулсенче унпа пĕрле ĕçленисем çирĕплетсех калама пултараççĕ. Колхоз председателĕ Илья Иванович Левый та зоотехник хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçласа пынипе яланах кăмăллă пулнă. "Знамя" тăватă хуçалăха пайланнă хыççăн "Восход" колхозра тĕп зоотехник пулса тăрăшнă. "Восход" хуçалăх арканнă хыççăн 2005 çулхи çу уйăхĕнче "Эмметево" сахал яваплă юлташлăх йĕркеленнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн тилхепине тытса пыма Юрий Михайлович Лапшина шанса панă. Директор малтанхи кунран тытăнсах хăй умне çирĕп тĕллев илнĕ - выльăхсен хисепне ỹстермелле. Çакна тĕпе хурса ăратлă пушмак пăрусем туянмаллине ăнланнă. Çапла майпа мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепне 300 пуçа çитерме май килнĕ. Малтанхипе танлаштарсан, халĕ кунта сăвакан ĕнесен хисепĕ 5 хут, сыснасем 3 хут ытларах шутланаççĕ. Выльăхсен хисепĕ ỹссе пынă май, паллах, производство кăтартăвĕсем те тивĕçлĕ шая çитнĕ: ытларах аш-какай туса илме тытăннă, уйрăмах ĕнесен продуктивлăхĕ нумай ỹснĕ. Палăртнă тапхăрта çĕр ĕç культурисене туса илессинче палăрăмлă ỹсĕмсем тунă. Темиçе çул сухаланмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ял хуçалăх культурисене туса илессинче агротехника хушнине çирĕп пăхăнса пурнăçланине кура тыр-пул тухăçĕ кашни çул ỹссе пынă. "Эмметево" сахал яваплă юлташлăх иртнĕ çул кашни гектартан 36 центнер тухăç илсе районти малта пыракан хуçалăхсемпе танлашма пултарчĕ. Çак тапхăрта техника паркне те тĕпрен çĕнетме май килнĕ. Харăсах çĕнĕ 4 комбайн, çĕре кăпкалатакан агрегатсем туяннă. Пурнăçланă ĕçсем, ỹсĕмсем пĕтĕмпех ертỹçĕрен килеççĕ. Сахал яваплă юлташлăх йĕркеленнĕренпех производствăри ĕç-хĕле йĕркелесе пыма Юрий Михайловича мăшăрĕ, Августина Константиновна нумай пулăшать. Вăл директорăн çумĕ пулса тăрăшать. Лапшинсен кĕçĕн ывăлĕ Александр - ашшĕн коммерци енĕпе ĕçлекен çумĕ. Лапшинсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшне хынă - пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ. Асли, Алексей, хулара пурăнать, унăн хăйĕн бизнес - вăл генеральнăй директор, Андрей шăллĕ пиччĕшĕн фирминче ĕç тăвакан директор пулса тăрăшать.