Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнинех пулăшма хатĕр

25 сентября 2010 г.

Кашнинех пулăшма хатĕр Пирĕн районта пурăнакансен ыйтăвĕсене укçа-тенкĕ енчен татса парас енĕпе ĕçлекеннисенчен пĕри - акционерсен "Россельхозбанк" уçă обществин Чăваш регион филиалĕн Елчĕкри 1114-мĕш хушма офисĕ. Паян пирĕн патăмăрта хăнара - унăн управляющийĕ А.Н.Миллин. - Алексей Николаевич, акционерсен "Россельхозбанк" уçă обществин Елчĕкри хушма офисне уçни часах 3 çул çитет. Хăвăрăн çак тапхăрти ĕç-хĕлĕре уçса параймăр-ши? - Хисеплĕ вулакансем, Елчĕк районĕн çыннисем! Ял халăхĕпе яланах курнăçнă, пĕрлехи ĕç-хĕлĕн çимĕçĕсене асăрханă май, сире пирĕнпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тăватăп. "Россельхозбанкăн" хушма офисĕпе çыхăнăва çирĕплетме паянхи кун тĕлне 107 предприяти кăмăлланă. Вĕсенчен 21-шĕ производствăна аталантарма илнĕ кредитсемпе усă курать. Унсăр пуçне килти хушма хуçалăха аталантарма уйрăм 1250 çын кредит илни те кăмăла уçать. Çавăн пекех 460 çын пирĕн патăмăрта пухăннă укçа-тенке упрама хуни те лайăх. Уйрăмах ваттисем "Пенсионный", "Пенсионный Люкс", ĕçлекенсем "Агро-КЛАССИКА", "Агро-СТИМУЛ" вкладсене ытларах кăмăллаççĕ. - Алексей Николаевич, эпир пĕлнĕ тăрăх, "Россельхозбанкран" кредитсем илмелли условисем илĕртỹллĕ. Хăш-пĕрисемшĕн правительство субсидисем те уйăрать. "Россельхозбанк" халĕ организацисемпе уйрăм çынсене мĕн сĕнме пултарать? - Районта пурăнакансем банк сĕнекен условисем усăллă пулнине кура кредитсем илесшĕн. Кашнийĕн хăйĕн нуши: кама укçа-тенкĕ тĕрлĕрен таварсем туянма, кама хушма хуçалăха, кама бизнеса аталантарма кирлĕ. Кăçалхи çул ырă хыпартан пуçланчĕ. 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăха аталантарма çĕнĕрен илекен кредитăн процент ставкине чакарнă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак кредитăн процентне тата тепĕр хут пĕчĕклетнĕ. Тĕрĕссипе, кредит халăхра илĕртỹллĕ - унпа усă курса техника хатĕрĕсем, инвентарь, çамрăк выльăхсем туянма май пур. Хальхи вăхăтра правительство кредитшăн илекен процента Раççей Тĕп банкĕн рефинансировани ставки (вăл 7,75 процентпа танлашать) чухлĕ тавăрса парать. Çавăн пекех "Ялти кил-çурт" программăпа килĕшỹллĕн, çурт-йĕр çавăрма ипотека уйăрнă май, чылай çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатрĕ. Банк "Шанчăклă клиент", тĕрлĕ тавар туянма, çут çанталăк газĕ кĕртме, инженери коммуникацийĕ йĕркелеме те кредит уйăрать. Пенсионерсемпе те уйрăммăн ĕçлетпĕр. Вĕсем кредит илме пултарнисĕр пуçне, кирек хăш вăхăтра та банкоматпа усă курса укçа илме тỹлевсĕр социаллă карта уçма пултараççĕ. Унта пенсине куçарса пухăннă укçа-тенкĕшĕн çулталăкне 7 процент хушса паратпăр. Клиентсене пĕтĕм тĕнчере усă куракан "Виза" тата "МастерКарт" пластик карточкисене те паратпăр. Хальхи вăхăтра чылай студент аслă вĕренỹ заведенийĕсенче тỹлевлĕ вĕренет. Укçа-тенкĕ çитмессе те пултарать. Çавăнпа "Россельхозбанк" пулăшма тĕв лартнă. Пĕлỹ илме уйăракан кредитăн ставки питĕ илĕртỹллĕ. Ачасене пĕлỹ пама тăрăшакансене çакăн çине тимлĕх уйăрма ыйтасшăн. Предприятисемпе организацисене уйăракан нумай çуллăх кредитсен процент ставкине те чакарнă. Çакă уйрăмах потребитель кооперацийĕн организацийĕсемшĕн, ял хуçалăхĕпе кредит кооперативĕсемшĕн усăллă. Кĕске вăхăтлăха паракан кредитсен процент ставкине те пĕр пункт чакарнă. "Овердрафт" формипе уйăракан кредит çине те тимлĕх уйăрма ыйтасшăн. - Калăр-ха, тархасшăн, "Россельхозбанкăн" Ел-чĕкри хушма офисĕнчен тата мĕнле пулăшусем кĕтме пулать? - Тĕрлĕрен вĕсем. Хушма офисра расчетпа касса тỹлевĕсене пурнăçлатпăр, предприятисемпе организацисене, уйрăм çынсене кредитсем паратпăр, вкладсем йышăнатпăр, пластик картисем хатĕрлетпĕр, ют çĕр-шывсен валютисене улăштаратпăр, "Вестерн Юнион" тытăмне хутшăнса укçа-тенкĕ йышăнатпăр тата паратпăр. - Кăçалхи çулталăк ял хуçалăхĕшĕн йывăр пулчĕ. Сирĕн банк вĕсене мĕнпе пулăшма пултарчĕ? - Кăçалхи типĕ те шăрăх çанталăк ял хуçалăхне питĕ сиен кỹчĕ. Çавăнпа ял хуçалăх предприятийĕсен интересĕсене хỹтĕлесе, вĕсем маларах илнĕ кредитсене тỹлемелли вăхăта каяраха хăваратпăр. Хальлĕхе çак пулăшупа 3 заемщик усă курчĕç. Экономика кризисне пăхмасăр, ял хуçалăх предприятийĕсем производствăна аталантарма тăрăшаççĕ. Акă, акционерсен "Прогресс" хупă обществи 15 миллион тенкĕлĕх кредит илсе сысна фермине тĕпрен реконструкци тума ячĕ. Шанчăклă партнер пулнине шута илсе унăн ертỹ-çисем тивĕçе пурнăçлаççех. - Алексей Николаевич, кăçал "Россельхозбанк" йĕркеленнĕренпе 10 çул, пирĕн районта унăн хушма офисне уçнăранпа 3 çул çитрĕ. Ỹсĕмсем мĕнлерех-ши? - Мухтанасшăнах мар. Çапах ỹсĕмсене асăнни кирлех те пулĕ. Хушма офиссем хушшинчи кон-курсра эпир чи лайăххисен шутĕнче. Унсăр пуçне "Россельхозбанк" йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнĕ ятпа уйрăм çынсене кредит парас енĕпе ирттернĕ кон- курсра та пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Çакна çеç палăртасшăн: "Россельхозбанк" пысăк предприятисене те, уйрăм пĕчĕк хуçалăхсене те яланах пулăшу аллине тăсса пама хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика