Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе васкатмалла

25 сентября 2010 г.

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тăвассине - монтаж ĕçĕсене пурнăçлассине малтан палăртнă пек - авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Çуртсенче монтаж ĕçĕсене пурнăçланă Елчĕкри газ участокĕн тата муниципалитетăн юсавпа техника предприятийĕн специалисчĕсем хальхи вăхăтра пускпа наладка ĕçĕсене тăваççĕ. Комсомольски урамĕнчи 8-мĕш çурта газ янă ĕнтĕ. Кунти ĕçсене Елчĕкри газ участокĕ пурнăçланă. 8-мĕш çуртри хваттер хуçисем хăйсем те пуçаруллă пулнă - ĕçе чи малтан пуçăннă. Малти - малах. Çак урамри ытти çуртсенче, Октябрь урамĕнчи 22, 24-мĕш çуртсенче юлашки ĕçсене вĕçлесси тăрса юлнă. Хваттерсенче пурăнакансен ĕç документацине йĕркелесе çитермелле - тĕтĕм тухакан пăрăха тĕрĕсленин актне (ВДПОран илмелле), счетчик, котел туяннин хучĕсене Елчĕкри газ участокне çитермелле. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен нумай хваттерлĕ çуртсенчи 140 хваттере газ ямалла. Унччен вара вăхăт нумай та тăрса юлмасть. Ĕçе хăвăртлатмалли куç кĕрет. Пуçăннă ĕçе вăхăтра вĕçлесси çынсенчен хăйсенчен те нумай килет. - Иртнĕ çул Юбилей урамĕнчи 14-мĕш, Комсомольски урамĕнчи 3-мĕш çуртсенче пурăнакансем шăпах газ кĕртес ĕçе каярах хăварса пынине пула юлашкинчен тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕç, çанталăк сивĕтсен анчах монтаж ĕçĕсене пурнăçларĕç. Иртнĕ çулхи йăнăшсене тăвас марччĕ, - тет район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика