Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ỹсĕм пулатех

25 сентября 2010 г.

"Победа" сахал яваплă юлташлăх сĕт туса илессипе яланах малтисен ретĕнче. Хальхи вăхăтра та кунта куллен кашни ĕнерен 20 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă районти чи пысăк кăтарту. Ỹсĕмсен сăлтавĕ мĕнре? - Тĕп вăрттăнлăх - сăвакан ĕнесене çулталăк тăршшĕпех тулăх рационпа тăрантарнинче тата вĕсене хĕлĕн-çăвĕн виçĕ хутчен сăвассине йĕркелесе пынинче, - çирĕплетеççĕ Анна Константиновăпа Ирина Овчинникова тата Елена Портнова ĕне сăвакан операторсем. Хальхи вăхăтра сăвакан ĕнесене ура айĕнчи йỹнĕ апатпа - нумай çул ỹсекен курăкпа ытлăн-çитлĕн тăрантараççĕ. Ытти апатсене те рациона кирлĕ таран кĕртнĕ: куллен кашни ĕнене 6 килограмм тĕш тырă çăнăхĕ, 10 килограмм сенаж тивĕçет, унсăр пуçне, минераллă, витаминлă хушма апатсемпе те туллин усă кураççĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те пысăк. Кунта вĕсем куллен 800-шар грамран кая мар ỹт хушаççĕ. Ĕне выльăхсем кĕске вăхăтрах самăр ỹссе çитĕннин вăрттăнлăхĕ те вĕсене тулăх апатпа тăрантарнинче.Тăрăшса ĕçлесен ỹсĕмсем пулаççех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика