25 сентября 2010 г.
Кĕр мăнтăр килнĕ çулсенче ял çынни тĕрлĕ пахча çимĕçпе, çĕр улмипе, утă-улăмпа ытлăн-çитлĕн саппасланнă, хăйĕнчен ытлашшине сутса хушма тупăш илме те пултарнă. Кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăкра акнă, лартнă пĕтĕм ỹсен-тăран типсе çунса кайнине пула тухăç пĕчĕк пулчĕ. Çавна май халиччен хамăр вăйпах ытлăн-çитлĕн туса илме пултарнă продуктсене те хаклă хакпа туянма тивет. Çу тапхăрĕнче фермăсенчи, уйрăм хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе симĕс апатпа тивĕçтерме те çăмăл пулмарĕ. Хĕл кунĕсенче вĕсене тăрантарма апат пушшех нумай кирлĕ. Çакна шута илсе районти ял хуçалăх предпрятийĕсем ют регионсенчен пурĕ 1000 тонна ытла улăм, 500 тонна фуражлăх тырă туяннă. Выльăх апачĕ саппаслас ĕç малалла пырать. Уйрăм çынсен хăйсен выльăх-чĕрлĕхне хĕл кунĕсенче тăрантарма апат ăçтан тупмалла? Хальхи вăхăтра çак ыйту уйрăмах çивĕч тăнине шута илсе Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин правительстви уйрăм хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе сыхласа хăварассине те вырăнсенче тивĕçлипе хаклама кирлине, çак тĕллевпе мĕн пур майсемпе усă курмаллине палăртаççĕ. Статистикăн юлашки кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн районти уйрăм хуçалăхсенче пурĕ 3536 пуç ĕне выльăх шутланать. Апат тĕлĕшĕпе хĕсĕк пулнине кура вĕсен хисепĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен кăштах чакнă. Хĕле кĕнĕ çĕре ялсенче пурăнакансенчен тата чылайăшĕ хăйсен сăвакан лайăх ĕнисенех сутса ярас шухăшлă. Мĕншĕн тесен уйрăм çынсем, утă пирки каламалли те çук, ăçтан улăм туянмаллине те пĕлмеççĕ. Пăравуррисем ăна хăйсем тĕллĕн, кам мĕнле пултарать, ют республикăсене кая-кая туянаççĕ. Анчах çакăн пек майсем пурин те çук-çке. Хальхи вăхăтра уйрăм çынсем 300 тонна улăм туяннине шута илнĕ, вăл питĕ сахал. Мĕншĕн тесен хĕл хырăмĕ пысăк, ăна тăрантарма нумай кирлĕ. "Родник" агрофирма" сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ çак çăмăл мар лару-тăрура ял çыннисене ăнланса пулăшма тăрăшнине тивĕç-липе хакламалла. Ял хуçалăх предприятийĕнче директор ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виталий Сардаев палăртнă тăрăх, кунта выльăх-чĕрлĕх усракансене хăйсене тивĕçлĕ чухлĕ утă-улăм уйăрса панă. Утта укçалла сутнă пулсан, улăма тỹлевсĕрех панă. Кăçалхи йывăр çул çакă ялта пурăнакансемшĕн пысăк пулăшу пулнă. Мĕншĕн тесен кăçал улăм та йỹнĕ мар. Хальхи вăхăтра "Родник" агрофирма" сахал яваплă юлташлăхра тăрăшакансене тырăпа тивĕçтереççĕ, ăна ĕç укçине кура шутласа параççĕ. Ял çыннин нушине ăнланма тăрăшни куç кĕрет _ тырра ытлашши хаклатса яман. 1 тонна тулла 5000 тенкĕпе, урпана 4500 тенкĕпе сутаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă _ пай çĕрĕсен хуçисем пирки те манса каймаççĕ, вĕсене те маларах палăртнă хакпа тырă уйăрса пама йышăну кăларнă. Агрофирма ял çыннисем сутакан сĕте вырнаçтарма та пулăшать, ăна тивĕçтермелле хакпа туянать. Кăçалхи çăмăл мар лару-тăрура вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ уйрăм хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усракансене выльăх апачĕпе тивĕçтерни, туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшни ял çыннисене ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăнма хавхалантарать.